Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
22 Майӑн 2020, 16:40

Коронавирус инфекцийĕпе сводка

Республикăн Сывлăх сыхлав министерстви майăн 22-мĕшĕ тĕлне панă даннăйсем

Пушкăртстанра 2514 çын коронавирус инфекцийĕпе чирлет (+90). Паянхи кун тĕлне республикăри стационарсенче 759 çын сипленет. Вĕсенчен 24 – йывăр халра, ИВЛ аппарачĕ айĕнче – 8 çын. 944 çын чирĕн çăмăл формипе чирленĕ пирки амбулатори сипленĕвĕ иртет. Иртнĕ талăкра пĕр çын сывалса тухнă. Пурĕ 793 çын сывалнă.
Паянхи кун тĕлне 185823 тĕпчев ирттернĕ, 175959 çынна тĕрĕсленĕ. Иртнĕ талăкра 6220 тĕпчев ирттернĕ, 6010 çынна тĕрĕсленĕ.
Читайте нас: