Пушкăртстанра пурĕ 2247 çын коронавирус инфекцийĕпе чирлет (+92). Паянхи кун тĕлне республикăн стационарĕсенче 652 çын сипленет. Вĕсенчен 166 çын вăтам халра, 450 – вăтам йывăр халра, 36 - йывăр халра (çав шутра ИВЛ аппарачĕ айĕнче – 10 çын). 864 çын чирĕн çăмăл формипе чирленĕ пирки амбулатори сипленĕвĕ иртет. Иртнĕ талăкра 45 çын сывалса тухнă. Пурĕ 714 çын сывалнă.
Аургазă районĕнче пурĕ 11 çын чирлет, çав шутра пĕр çын иртнĕ талăкра хушăннă. Пуринчен ытларах Уфара (733), Нефтекамскра (262), Белебейĕнче (95) чирлеççĕ. Салават районĕнче вара пĕр талăкра тÿрех 49 çын чирленине тупса палăртнă.