Паянхи кун республикăн стационарĕсенче 652 çын сипленет. Вĕсенчен 28 пациент йывăр халра (ИВЛ аппарачĕ айĕнче – 7 çын). 817 çын амбулатори сиплевĕ иртет. Иртнĕ талăкра 18 çын сывалса тухнă. Пурĕ 669 çын сывалнă. Инфекци ертнĕ çынсем иртнĕ талăкра пулман. Пĕтĕм тапхăрта пурĕ 17 çын вилнĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра пурĕ 160457 тĕпчев ирттернĕ, 151486 çынна тĕрĕсленĕ. Иртнĕ талăкра 3805 тĕпчев тунă, 3699 çынна тĕрĕсленĕ.