Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
17 Майӑн 2020, 14:35

Ура кĕлли çине пусса çÿресе

Юн пусăмĕпе аптăранă чухне.

Пĕррехинче кун тăршшĕпе садра ĕçлерĕм, каçалапа пуç ыратма пуçларĕ. Юн пусăмне виçрĕм – 145/100. Юри тенĕ пекех, эмел пĕтнĕ, аптекăна кай­ма кая юлнă ĕнтĕ. Çав вăхăтра эпĕ пĕр палланă хĕрарăм юн пусăмне эмелсĕрех мĕнле чакарма пулни çинчен каласа панине аса илтĕм. Ура кĕлли çине пусса 10-15 минут, анчах урамра, уçă сывлăшра, çÿремелле. Эпĕ пуш­мак тăхăнтăм, картишне тухрăм, ура кĕлли çине пусса çÿреме тытăнтăм. Хăнăхманран, чарăнса тăркаларăм, кăшт яланхи пек утрăм, унтан - каллех ура кĕлли çине пусса. Çавăн пек çÿренĕ вăхăтра каçхи шурăмпуçа, çывăрса ка­якан çутçанталăка сăнаса, лаплантăм. Пÿрте кĕтĕм, тонометр илтĕм. Юн пусăмĕ 135/93. Пуç ыратма чарăнчĕ. Ура кĕлли çине пусса çÿрени пысăк юн пусăмне те, пĕчĕккине те йĕркене кĕртет. Ÿркенмелле çеç мар. Кашни кун çÿремелле.
Читайте нас: