Паянхи кун тĕлне республикăри стационарсенче 609 çын сиплев иртет. Вĕсенчен 33-шĕ – йывăр халра (ИВЛ аппарачĕ айĕнче - 12 çын). 699 çын чирĕн çăмăл формипе амбулатори сиплевĕ иртет. Иртнĕ талăкра 56 çынна сывалнă пирки больницăран кăларнă. Пурĕ 580 çын сывалса тухнă. Иртнĕ талăкра вирус ертнисене регистрацилемен. Паянхи кун тĕлне пурĕ 143357 тĕпчев ирттернĕ, 134934 çынна тĕрĕсленĕ. Иртнĕ талăкра республикăра 6405 тĕпчев ирттернĕ, 6226 çынна тĕрĕсленĕ.