Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
11 Майӑн 2020, 19:40

Сăвăссем вăраннă

Пирĕн районта пурăнакан 34 çын сăвăс çыртнă пирки больницăна килнĕ те ĕнтĕ.

Сăвăс ĕмсе çыпçăннин пĕрремĕш тĕслĕхне мартăн 25-мĕшĕнче шута илнĕ. Çакăн çинчен ПР Сывлăх сыхлав министерствин брифингĕнче Гигиена тата эпидемиологи центрĕн главнăй врачĕ Анна Казак пĕлтернĕ. Вăл çаплах тĕпченĕ 200 сăвăс хушшинче энцефа­литпа чирлисем пулнине те палăртнă. Анчах регионта сăвăс энцефаличĕпе чирленине халлĕхе палăртман.
Май уявĕсенче дачăсене, садсе­не тата пахчасене кайни сăвăс ĕмсе çыпçăннине пула килнĕ çынсен хисепĕ яланах ÿсесси патне çитерет. Çавăнпа республикăн тĕп эпидемиологĕ çынсене улăх-вăрманта, шыв таврашĕнче каннă чухне хăйсене тăтăшрах тĕрĕслеме сĕннĕ.
Сăвăс çыртсан медицина учрежде­нине каймаллах тата виçĕ эрне хушши хăвăрăн сывлăх халне сăнаса тăмалла. Ăна энцефалитпа чирлине кăна мар, боррелиоза та (Лайм чирĕ) тĕрĕслеме парсан лайăхрах. Шел пулин те, юлаш­ки вăхăтра Лайм чирĕпе чирленисен хисепĕ ÿснине палăртаççĕ.
Сăвăса ăçта тĕрĕслеме пулать?
Тĕпчеве „Гигиена тата эпидемиоло­ги центрĕ” ФБУЗ лабораторийĕнче çак адреспа ирттереççĕ: Стерлитамак хули, Революционная урамĕ, 2 „а”. Лаборато­ри телефонĕ: 8(34743) 43-64-44. Уяв кунĕсенче тата шăматкун та ĕçлеççĕ. Сăвăссене 09.00-16.00 сехетсенче йышăнаççĕ. Çаплах çак адреспа кайма пулать: Уфа хули, Шафиев урамĕ, 7, 9.00-16.30 сехетсенче, канмалли кунсемсĕр. Результатне код номерĕ тăрăх сайтра талăк хушшинче пĕлме пу­лать.
Тĕпчев мĕн хак тăрать?
Сăвăс энцефаличĕ вирусĕн анализĕ 350 тенкĕ тăрать, боррелиоз анализĕ – 420 тенкĕ.
Сăвăсран сыхланмалли хатĕрсем
Репеллентлисем. Шăна-пăвана хăратаççĕ. Çак хатĕре тумтир тата ÿтĕн уçă вырăнĕсене сапмалла. Сăвăс çак шăрша тÿсме пултараймасть, çавăнпа шуса тарма тăрăшать. Репеллентлă хатĕрсем çаплах вăрăмтунасенчен тата ытти ÿпре-шăнаран та хÿтĕлеççĕ. Çумăр, тар, çил реппелент витĕмне чакараççĕ.
Акарициднăйсем. Сăвăса вĕлереççĕ. Вĕсемпе усă курнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла, вĕсем ни­епле тĕслĕхре те ÿт çине лекмелле мар. Çавăнпа вĕсене улăх-вăрмана тухиччен икĕ сехет маларах тумтир çине сапмал­ла. Препарат тумтире сĕнме тата кăшт типме тивĕçлĕ. Акарициднăй хатĕрсем сăвăссен нерв системине витĕм кÿрекен вещество тытса тăраççĕ. Пилĕк мину­тран унăн урисен параличĕ пуçланать.
Инсектицид-реппелентлисем. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнсен пахалăхĕсене пĕрлештерсе тăраççĕ. Çак ушкăнри хатĕрсемпе усă курнă чух­не сăвăс ĕмсе çыпçăнас теветкеллĕх 95 процента кемнине çирĕплетсе панă. Анчах вĕсемпе тирпейлĕн тата тĕрĕс усă курмалла. Тумтир çине, уйрăмах шăлавар çине сапмалла, мĕншĕн тесен сăвăссем нумайрах тĕслĕхре шăпах çĕр çинчен ÿт çине лекме пултараççĕ.
Уйрăм тимлĕх çемçе ÿт вырăнĕсене уйăрмалла, тĕслĕхрен, хăлха хыçне тата пуçа – çÿç хушшине. Вĕсем – шăна- пăвансен юратнă вырăнĕсем.
Сăвăса мĕнле кăлармалла?
Çавна врач патĕнче, травматоло­ги пунктĕнче, поликлиникăра тусан лайăхрах. Сăмси ан татăлтăр тесе, ăна питĕ асăрхануллăн илмелле. Сăвăса кăларнă чухне:
— пинцетпа е таса марльăпа чĕркенĕ пÿрнесемпе çăварĕ патне май пур та­ран çывăхрах тата çыртнă вырăн сийĕпе перпендикулярлă тытса, сăвăса хăйĕн хурси (ось) йĕри-тавра çавăрмалла;
— ăна тир витĕмĕнчен кăларса илмел­ле;
— çыртнă вырăна çавна тума юрăхлă хатĕрпе (70% спирт, 5% йод, одеколон) дезинфекцилемелле;
— алăсене супăньпе тĕплĕн çумалла. Енчен те хура пăнчă тăрса юлсан (пуçĕ е сăмси татăлнă вырăн) 5% йодпа ĕçлесе тухмалла, хăй тĕллĕн тухса ÿкме çапла хăвармалла.
Н. ПЕТРОВА,
районти тĕп больницăн
инфекционист-врачĕ.
Читайте нас: