Пур хыпар та
Сывлăх
18 Нарӑсӑн 2020, 17:40

Алла час-час çăвăр

Грипп, коронавируслă инфекци ертекенсем, пыр-карланкăн вируслă çивĕч инфекцийĕ (ОРВИ) ертекенсем активлă сарăлнă тапхăрта чир ерессинчен сыхла­нас тата таврари çынсене хăрушлăхсăрлатас тесе мĕн тумалла-ха.

Çак мĕнпур чире пуçаракансем пуринчен ытла сывлăшпа тата ÿсĕрнĕ чухне лекеççĕ.
Сунасланă тата ÿсĕрнĕ чухне чирлĕ çын йĕри-тавра унăн вирус тытса тăракан сĕлехин, сурчăкĕн тата пыр-карланкаран тухакан япаласен вак тумламĕсем сарăлаççĕ. Пысăкрах тумламсем таврари япаласем çине ларса тулаççĕ, ваккисем – вăрахчен сывлăшра тытăнса тăраççĕ тата темиçе çĕр метр таран хушша куçаççĕ, çав вăхăтра вирус ертме пултараслăха темиçе сехетрен пуçласа темиçе кунччен сыхласа хăварма пултарать.
Гигиена правилисене пăхăнни грипп, коронавируслă инфекци тата ытти ОРВИ ерес е малалла сарăлас теветкеллĕхе нумай кемĕтме май парĕ.
Чир ересрен
мĕнле сыхланмалла
} Кирек епле обществăлла вырăнта, транспортра пулнă, алăк авăрне, укçа, ĕç вырăнĕнче пурте усăланакан оргтехникăна тытнă хыççăн, апат çиес тата хатĕрлес умĕн алла çумалла.
} Урамран киле кĕрсен – алла тата пите супăньпе çумалла, сăмсана тăвар шывĕпе чÿхемелле.
} Пите, куçа таса алăпа çеç тыт­ма юрать. Шывпа тата супăньпе усăланмалли май пулман чухне спирт никĕсĕнче хатĕрленĕ дезинфекцилемел­ли хатĕрсемпе усă курмалла.
} Çын нумай пулакан вырăнта тата транспортра пĕррелĕх медицина маски тăхăнмалла. Маскăна кашни 2-3 сехетре çĕннипе улăштармалла, маскăпа тепĕр хут усă курма юрамасть.
} Çынсем нумай пухăнакан вырăнта пулнă чухне прическа яка пулмалла, са­латса янă çÿç, час-часах пите лексе, ин­фекци ертес теветкеллĕхе ÿстерет.
} Куçа курăнакан ОРВИ (ÿсĕрни, су­наслани, сăмсаран юхни) паллисемлĕ çынсемпе пĕр пÿлĕмре çывăх хутшăнассинчен тата пулассинчен пăрăнмалла.
} Обществăлла хутлăхри япаласене çара алăпа тытмалла мар.
} Ал парассине, чуптăвассине тата ыталаса илессине чикĕлемелле.
} Пÿлĕмсене час-часах уçăлтармалла.
} Пĕрлехи алшăллипе усăланмалла мар.
Таврари çынсене чир ертессин­чен мĕнле сыхланмалла
} Чирлĕ мар çынсемпе хутшăнусене (ал пани, чуптуни) май пур таран чакар­малла.
} Ÿсĕрнĕ тата сунасланă чухне çăвара хупламалла, май пулсан – пĕррелĕх сăмса тутрипе, вăл пулмасан – ал тупанĕсемпе тата чавса хуçланакан вырăнпа.
} Харпăр хăйĕн е пĕррелĕх савăт-сапапа усăланмалла.
} Уйрăм гигиена япалисене – шăл щетки, мунчала, алшăлли – килйышран изоляцилемелле.
} Килте кашни кун, алăк аврисене, выключательсене, оргтехника управ­ленин панелĕсене тасатса, шывпа çуса тирпейлемелле.
Читайте нас: