Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх
6 Ноябрӗн 2019, 12:05

Сирĕн организмра D витамин çителĕклĕ-и?

D витамин çитменнине мĕнле ăнланса илмелле тата çавă мĕнле палăрать.

D витамин организма апатпа лекет, çаплах ультрафиолет пайăркисем витĕм кÿнипе ÿтре пулса каять. Ăна ахальтен мар „хĕвел витаминĕ” теççĕ. Анчах та хĕвеллĕ кунсем сахал, çавăнпа та статистикăри вăтам çыннăн организмĕнче çак витамин çителĕклĕ пулни çинчен калама çук.
Витамин организмра пулманни çак чирсем аталанассин теветкеллĕхне ÿстерет:

- остеопороз, урăхла каласан, кăштах вăйăм кÿнипе те шăм-шак хуçăлма пултарас теветкеллĕх ÿсет;

- иккĕмĕш типлă сахăр диабечĕ – 40% таран;

- самăрланни;

- саланчăк склероз;

- чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсем;

- рак теветкеллĕхĕ ÿсме пултарать;

- ватлăхра Альцгеймер чирĕ валли çул уçăлать.
Сисчÿлентермелли пилĕк паллă.


Час-часах ерекен чирсем пулни

Иммунитетлă система йĕркеллĕ ĕçлессинче D витамин пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл çителĕксĕр пулсан организм инфекцисене хирĕç тăрасси кемет.
Кăмăл-туйăм çукки

D витамин пуç миминчи серотонинăн сывă шайне тытса тăрас енĕпе тĕп пĕлтерĕшлĕ. Сăмах нейротрансмиттерсем çинчен пырать, вĕсем пире питĕ лайăх кăмăл-туйăм тата пурăнас ăнтăлу валли кирлĕ.
Пĕрмаях ывăннин туйăмĕ

Вăл организма çаплах апата хастарлăха çавăрма та кирлĕ. Енчен те эсир пĕрмаях ывăннине туятăр пулсан, организм апатри тутлăхлă веществосене ирĕлтерменнине пĕлтерме пултарать.
Шăмăсем патрак пулни

D витамин организмри кальци тата фосфат шайне йĕркелесе пыма кирлĕ, вĕсем шăмăсем тата шăлсем сывă пулнишĕн пĕлтерĕшлĕ. Витамин çителĕклĕ пулни çула çитнĕ ÿсĕмре остеопороз (шăмăсем питĕлĕхне çухатни) пулассине асăрхаттарма пулăшать.
Мышцăсен вăйсăрлăхĕ, шăнăр туртни

D витамин мышцăсене те пулăшать. Енчен те уйрăм сăлтав çук чухне мышцăсем пĕрмаях туртса ыратаççĕ пулсан, сирĕн организмра D витамин çителĕксĕр пулма пултарни çинчен шухăшламалла.
D витамин ăçтан илмелле

Çынсен ытларах пайĕ куллен 15-20 минут тăршшĕне хĕвел çинче çÿресе çителĕклĕ чухлĕ D витамин илме пултарать. Çавна валли чи лайăх вăхăт – 11.00-15.00 сехетсем. Хĕвел çинче крем сĕрмен халлĕн çÿремелле. Тепĕр вариант – апат-çимĕç продукчĕсем. Кĕркунне тата хĕлле сирĕн рационра çуллă пулă (лосось, скумбри, тунец), çăмарта сарри, сыр, пĕвер, çаплах D витаминпа пуянлатнă сĕт продукчĕсемпе кĕрпесем пулнине асăрхаса тăрăр.
Юнра кальциферол метаболичĕ – 25 (ОН)D30 – тытăнса тăни тăрăх D витамин çитменнин диагнозне палăртма пулать.

Тĕпчеве выçварла ирпе ирттереççĕ. Пĕр мл пуçне 30 нг ытларах концентраци D витаминпа йĕркеллĕ тивĕçтерни шутланать. Енчен те çак кăтарту 10 нанограмран пĕчĕкрех пул¬сан, васкавлăн витамин çителĕксĕр пулнине пĕтермелле.
Читайте нас: