Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
9 Сентябрӗн 2019, 16:10

Грипран вакцина

Пушкăртстан Республикинче грипа хирĕç прививка кампанине старт панă.

Пушкăртстан 2019 çулта грипран хамăр çĕршывра туса кăларнă 1,83 млн вакцина илĕ. Вăл Пушкăртстан Республикин халăхĕн 45% тивĕçтерме çитĕ. Теветкеллĕх ушкăнĕсене, уйрăммăн илсен, ачасене, йывăрлă хĕрарăмсене, вăраха кайнă чирсемпе чирлекенсене, 60 çултан аслисене тата медицина работникĕсене уйрăм тимлĕх уйăрĕç.
- Вакцинăн малтанхи партийĕ Пушкăртстанăн сиплев учрежденийĕсене августăн 29-мĕшĕнчех килнĕ. Вакцина составĕнче - çак эпидеми сезонĕнче актуаллă грипп вирусĕсен штамĕсем, - ăнлантарса панă Роспотребнадзорăн управленийĕнче.
Читайте нас: