Врачсем çитĕнсе çитнĕ пациентсене юнкун 8-20 сехетсенче тата шăматкун 8-15 сехетсенче пăхса тĕпчеме пултараççĕ.
- Диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче – çур çул хушшинче – 3545 çынна (çулталăк планĕн 48,8%) пăхса тĕпченĕ. 2019 çулта диспансеризацине районта пурăнакан пурĕ 7620 çынна явăçтарма планланă, - палăртрĕ Толбазăри районăн тĕп больницин главнăй врачĕн заместителĕ Нурия Валиева.
Пĕрремĕш çулçуллăх итогĕсемпе чирсен 365 тĕслĕхне (диспансеризаци иртнĕ çынсен пĕтĕм хисепĕн 10,3%) пĕрремĕш хут тупса палăртнă. Çав шутран пĕрремĕш вырăнта нерв системин чирĕсем (107 тĕслĕх) тăраççĕ, иккĕмĕш вырăнта – юн çаврăнăшĕн системин чирĕсем (101), виççĕмĕш вырăнта – эндокрин системин чирĕсем (18).