Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
9 Июлӗн 2019, 12:29

Пуç мимине сиенлекен вирус

Пушкăртстанра 14 çулчченхи ÿсĕмри ачан энтеровируслă менингит пулнине тупса палăртнă.

2019 çулхи январь-май уйăхĕсемшĕн даннăйсене Российăри Сывлăх сыхлав ĕçĕнчи асăрхавăн федераллă служби панă.
Унсăр пуçне инфекци тата çитĕннĕ çынна та ернĕ. Пĕлтĕр менингитăн çак тĕсĕпе икĕ ача чирленĕ, вĕсем çулла чир ертнĕ тесе пĕлтереççĕ.
Энтеровируслă менингит – вируслă инфекци чирĕ. Чирлекен çынна шăнтать, пуçĕ хытă ыратать, хăстарать. Чир пуçаракан вируса тупса палăртма пилĕк тĕлĕнчен йĕппе шăтарса çурăм шăмми миминчен анализ илеççĕ, çаплах КТ тата МРТ ирттереççĕ, вĕсем пуç миминчи чир ернĕ вырăна тата шайне кăтартса параççĕ.
Чир ерессин теветкеллĕхне кемĕтес тесен, апат çиес умĕн алăсене тĕплĕн çумалла, тасатнă е вĕретнĕ шыв ĕçмелле, пахчаçимĕçе тата улма-çырлана çуса çимелле, ачасен иммунитетне çирĕплетмелле, юраман вырăнсенче шыва кĕмелле мар.
Читайте нас: