Çын телейлĕ чухне тата эйфори туйнă чухне, унăн организмĕнче серотонин ятлă гормон шайĕ ÿсет. Ăна телей гормонĕ тесе шутлаççĕ. Сар çип ути организмра серотонин туса кăларассине активлатать.
Сар çип ути – нерв системине çирĕплетекен питĕ лайăх хатĕр, вăл пусăрăнчăклăхран, депрессиллĕ шухăшсенчен тата начар кăмăл-туйăмран хăтарать. Çутçанталăкри антидепрессант пулса тăрать.
Пурнăçри йывăр лару-тăрусенче кунне виçĕ куркаран пуçласа ултă курка таран сар çип утипе чей ĕçни е виçĕ хутчен сар çип утин настойкине ĕçни усăллă. Настойкăна çапла хатĕрлемелле: 0,5 л эрех çине 50 г типĕтнĕ, вĕтетнĕ сар çип ути ямалла, 10 кун тăршшĕне ăна тĕттĕм вырăнта лартмалла, вăхăт-вăхăт савăта силлемелле, сăрхăнтарса илмелле.
Сар çип ути никĕсĕнче хатĕрленĕ эмел хатĕрĕсем пиншер чиртен пулăшаççĕ. Ахальтен мар халăхра çапла калаççĕ: çăнăхсăр çăкăр пĕçерме çук, сар çип утисĕр чир сиплеме çук.
• Çанталăк улшăннине çивĕч туйнă чухне сар çип утинчен хатĕрленĕ чей вегетативлă улшăнулăха йĕркене кĕртме пулăшать. Климакс вăхăтĕнче кăмăл-туйăмăн гормонсенчен килекен улшăнулăхĕ вăйланать, çавăн чухне сар çип ути е хăмла пучаххипе сар çип утин хутăшĕнчен тунă чей ĕçме сĕнеççĕ.
• Тимлĕхе çирĕплетме ачасемпе çитĕннисене сар çип утипе мелиссаран хатĕрленĕ чей пулăшать. Çак чейĕн тути те кăмăллă, ăна ирпе, занятисем е экзамен умĕн ĕçме аван.
• Сар çип ути ачасемшĕн усăллă, уйрăмах пахчаçимĕç тата улма-çырла çитĕннĕ вăхăтра. Енчен те çулла куллен сар çип утинчен чей вĕретсе ĕçсен, çырла, пахчаçимĕç тата улма-çырла çиме хăнăхнă вăхăтра сирĕн вар пăсăлмĕ.
• Апат ирĕлтерекен тата пыршăлăх системин ĕçне йĕркене кĕртме тата организмăн хÿтлĕх функцийĕсене ÿстерме икĕ эрне тăршшĕне сипленмелле, яланхи чей вырăнне сар çип утин пĕçернĕ шывĕпе (отвар) усăланмалла. Пĕр стакан вĕренĕ шыв çине 2 чей кашăкĕ сар çип ути ямалла, кунне виçĕ-тăватă чашăк çавăн пек чей ĕçмелле.
• Ревматизмпа тата чикен чирĕпе (люмбаго) асапланакансене сар çип утин çăвĕпе сĕрĕнни лайăх пулăшать. Ăна хатĕрлеме 25 г сар çип утин чĕрĕ чечекне 500 г олива çăвĕпе хутăштармалла. Пулнă хутăша кĕленче савăта ямалла, уçă хаттĕн ăшă вырăнта виçĕ-пилĕк кун тытмалла. Унтан хутăша йăмăх хĕрлĕ тĕслĕ пуличчен хĕвел çинче лартмалла. Пĕр эрнерен пухăннă шыва тăкмалла, çăва хупланакан савăта ямалла.
• Стоматитпа гингивит чирĕсене те сар çип утин шывĕпе асăрхаттарма пулать. Ăна шăл тунисене сĕрмелле, унăн тăкăскăлантаракан тата микробсене пĕтерекен витĕмĕ пур. Сар çип утин спиртлă настойкине çакăн пек пропорцине хатĕрлемелле: 10 г типĕтнĕ курăка 50 г 70% спирт çине ямалла. Хутăша вунă кун лартмалла.
• Геморрой пек кăмăллă мар проблемăна сиплеме пулать. Сар çип утин е олива çăвĕ хушса çатма çинче кăшт ăшаланă вăрлăхĕн шывĕнче лармалла. Авиценна канашланă тăрăх, сар çип утин никĕсĕнчи вĕри шыв çинче ларни ыйхă шăмми (копчик) ыратнинчен те пулăшать. 500 мл шывра 1 апат кашăкĕ сар çип утин вăрлăхне 5 минут вĕретмелле.
• Пÿре, шăк хăмпи чирĕсем пур чухне, çĕрле шăк тытки пулман чухне сар çип утин шывĕ лайăх пулăшать, ăна апат çиес умĕн çур сехет маларах çуршар стакан ĕçмелле. 200 мл вĕренĕ шыв çине 1 апат кашăкĕ курăк ямалла, шыв мунчинче вĕрилентермелле.
• Герпеспа тата гриппа кĕрешме, çаплах юн тымарĕсене тасатма, чĕре ĕçне лайăхлатма сар çип утипе пахалатнă йĕтĕн çăвĕпе усăланмалла. Сар çип утине çупа хутăштарсан, гиперицин тухать, шăпах çавă çак проблемăсене татса пама пулăшать. Ыйхăланинчен те, канăçсăрланнă тата депресси чухне те çак препарат пулăшать, мĕншĕн тесен пуç мимин тĕртĕмĕсенче серотонин шайĕ ÿсет.
• Сар çип утин шывĕ (настой) тата пĕçернĕ шывĕ (отвар) ÿпке туберкулезĕ тата шыçăсем пур чухне, çаплах çаврака шĕвĕрĕлченсенчен пулăшать.
• Диатезпа, шатрапа тата çăпансемпе тарăхакан ачасене сар çип утин пĕçернĕ шывĕпе çуни усăллă, паллах, енчен те çак чирсем инфекциллĕ мар пулсан.
• Сар çип утин настойки микробсене тата шыçнине пĕтерет, унпалан ватăлакан ÿте тасатнă чух каçпа косметика хатĕрĕ пек усăланаççĕ. Сар çип утин пĕçернĕ шывне ирпе тата каçпа сĕрсе шатра пĕтерме пулать.
• Сар çип утин пĕçернĕ шывĕ кукшалансан та пулăшать, курăкăн сĕткенĕпе шĕпĕнсене пĕтернĕ чух усăланма пулать.
• Ÿт-тен çинчи чирсемсĕр пуçне сар çип ути иккĕмĕш тата виççĕмĕш степеньлĕ пиçсе кайнă чухне те пулăшать. Сиенленнĕ вырăнсене май пур таран тăтăшрах сар çип утин çăвĕпе мамăк тампонĕсем хумалла.
• Хĕрарăмсен сĕт парĕсенче шыçă пулнă чухне сар çип утин настойкипе примочкăсем пулăшма пултараççĕ, ăна кунне виçĕ хут хумалла.
• Сар çип ути алкоголизмпа тата табак туртнипе кĕрешнĕ чухне пулăшать. Пĕрремĕш тĕслĕхре пĕр стакан вĕретнĕ шыва 2 апат кашăкĕ курăк ямалла та çур сехет вĕретмелле. Пирус туртакансемшĕн спиртлă настойка хатĕрлесен лайăхрах: 500 мл спирт çине сакăр апат кашăкĕ курăк ямалла, 10 кун лартмалла. Туртакан çынна апат çинĕ хыççăн 40-50 грамм чей çине хушса памалла.