Пур хыпар та
Сывлăх
31 Майӑн 2019, 13:31

Пирус туртни ура гангренине пуçарать

Сиенлĕ нумай пулăмсăр пуçне пирус туртни атеросклероз аталанассине хăвăртлатать.

Атеросклероз чĕре мышцине тивĕçтерсе тăракан юн тымарĕсем çителĕксĕр ĕçлени пек хал пулассине хĕтĕртет. Ун пирки юн тымарĕсем тăрăх юн пачах çÿреми пулать е сахал çÿрет, çавăнпа чĕре тутлăхлă веществосем кирлĕ калăпăшпа илеймест.


Кунне 25 сигарет ытла туртакан арçынсем чĕре ĕçĕ пăсăлнинчен тăтăшрах вилеççĕ.
Врачсем сăнанă тăрăх, кунне 25 сигарет ытла туртакан 45 çулчченхи ÿсĕмри арçынсем, çав ÿсĕмри туртман арçынсемпе танлаштарсан, 10-15 хут тăтăшрах чĕре ĕçĕ пăсăлнинчен вилеççĕ. Никотина пула чĕре тикĕс мар ĕçлет, артерири юн пусăмĕ хăпарать, вăл кислород пырассине чарать, çавна пула юн тымарĕсен атеросклерозĕ пуçланать. Çакăн пек тĕслĕхре атеросклероз хыççăнхи пулăмсем – аритми, тромбсем пулни, артерисем сиенленни. Халĕ вара атеросклерозпа чирлекен çынна куç умне кăларса тăратăр. Пĕрĕннĕ артерисем тăрăх юн çÿреме халлĕхе чарăнман-ха, анчах та начар çÿрет, тĕртĕмсем патне юн çителĕксĕр пырать, анчах та вĕсем пĕтĕмпех ĕçлĕхрен тухман. Пирус туртнă чухне артерисем тата ытларах пĕрĕнеççĕ, вĕсенчи хушă тата пĕчĕкрех пулса тăрать, юн çÿресси те ке¬мет. Çавна пула тĕртĕмсем кирлĕ веществосем илейменни вăйланать. Ыратни пуçланать, ăна пула çĕнĕ пăвăну (спазм) пулать. Юн тымарĕсен айккинче тромб – юн кĕвелĕкĕ - йĕркеленме пуçлать, вăл юн тымарĕнчи хушша пĕтĕмпех хупласа лартма пултарать. Çак тĕслĕхре ыратни тата вăйланать, тÿсейми пулать, вара чирлĕ çын операцине лекет. Урасене касса пăрахни – пирус туртнипе пуçланнă атеросклерозăн хăрушă результачĕ. Никотин витĕм кÿнипе периферири артерисем сиенленеççĕ, çавă гангрена тата урасене касса пăрахни патне илсе пырать.


Р.ХАБИБУЛЛИНА, терапевт врач.
Читайте нас: