Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
31 Майӑн 2019, 11:50

Пирĕн пата медсестра килет

Районта Халăх сывлăхĕн кунĕсем иртнĕ.

Медицина учрежденийĕсенче эрне тăршшĕпе Уçă алăксен кунĕсене йĕркеленĕ. Специалистсем пациентсен артерири юн пусăмне, пÿне, йывăрăшне виçнĕ тата чир аталанас теветкеллĕх факторĕсене тупса палăртнă.


Сывлăх урокĕсем тата шкулĕсем ирттернĕ. Район больницин сотрудникĕсем, районти ытти коллективсене тĕслĕх кăтартса, массăллă зарядкăна тухнă.


Врачсем тата нумай профиллĕ колледж преподавателĕсем спортзалта волейболла выляса ăмăртнă.


- Паллах, эпир волейболистсем пек ăста мар, анчах та вылянă чухне спорт кăмăл-туйăмĕ, азарт хуçаланчĕç - пире килĕшрĕ. Спортзала тăтăшрах çÿремелле, - паллаштарчĕ хăйĕн кăмăл-туйăмĕпе команда капитанĕ, Ильсур Саетгалиев онколог врач.


Толбазăри маршрут автобусĕ çинче çак кунсенче медсестра дежурствăра пулнă. Пассажирсем тÿрех çакăнта юн пусăмне тĕрĕслеме пултарнă. Вĕсенчен хăшпĕрисем, тонометр çинче пысăк цифрăсем курсан, тĕлĕннĕ. Вĕсене тума тивĕçлĕ йĕркепе врачран консультаци илме сĕннĕ.


Ялсенче медиксем килсерен çÿренĕ. Фельдшер-акушер пунктне килме пултарайман пенсионерсем уйрăмах çакăншăн савăннă.


„Хăвăн сывлăхна тĕрĕсле” акци „Вдохновение” суту-илÿ центрĕнче иртнĕ. Кунта дежурнăй медсестра патĕнче пыракансем юн пусăмне, пÿне, йывăрăшне тĕрĕслеттернĕ.


Ку акци пĕтĕм республикипе иртнĕ, ăна чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене асăрхаттарма тата юн çаврăнăшĕн системинчи чирсенчен вилессине кемĕтме тĕллеттернĕ.


Республикăри Сывлăх сыхлав министерствин руководителĕ Максим Забелин çак сăлтавпа правительствăра оперативкăра сăмах каланă. Вăл Пушкăртстанри чи начар районсен ячĕсене каласа тухнă, вĕсенче чĕрепе проблемăсем пулнă пирки вилеслĕх кăтартăвĕ 100 пин халăх пуçне 800 çын пулса тăрать. Учалă, Зилаир, Куюргазă тата Ишимбай районĕсемпе пĕрле çак ăнăçсăр списока Аургазă районĕ те кĕнĕ.
Читайте нас: