Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
10 Апрелӗн 2019, 15:50

Сăвăссем вăраннă

Пушкăртстан çыннисен сăвăс çыртнинчен тата энцефалитран мĕнле сыхланмалла.

Пушкăртстан Республикинче Гигиенăпа эпидемиологи центрне тата унăн филиалĕсене апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне сăвăс çыртнă пирки çичĕ çын килнĕ. Лабораторисенче сăвăссене вĕсем сăвăс энцефалитне тата боррелисем – боррелиоз пуçаракансем - ертнине тĕрĕслеççĕ.


Регионти Роспотребнадзор даннăйĕсем тăрăх кăçалхи мартăн 11-мĕшĕнчен пуçласа сăвăс кĕрсе ларнă пирки халăх медицина организацине пынин кашни эрнери мониторингне тăваççĕ, çаплах сăвăссем куçаракан инфекцисене асăрхаттарассине тĕлленĕ профилактика тата эпидемине хирĕç мероприятисен комплексне ирттереççĕ.


„Пахалăхне тата эффективлăхне тĕрĕслесе тăрса акарициднăй препаратпа ĕçлесе тухма пуçланă. Республикипе пĕтĕмпе 4 пин га яхăн лаптăка акарициднăй препаратсемпе ĕçлесе тухма планланă, çакă пĕлтĕрхи шайпа тан”, - пĕлтернĕ ведомствăн пресс-служби.


Сăвăс энцефаличĕ мĕн вăл?

Вируслă сăвăс энцефаличĕ – пуринчен ытла тĕп нерв системине сиенлекен вируслă йывăр инфекци чирĕ.

Чирленĕ хыççăн çын пĕтĕмпех сывалма, инвалидлăх патне çитернĕ сиенленнĕ сывлăхлă юлма, вилме пултарать.


Чир мĕнле ерет?

Вирус ертнĕ сăвăс кĕрсе ларнă малтанхи минутсенче çынна чир пуçаракан арбовирус куçать.


Ерекен мелсем:

- вируслă сăвăс энцефаличĕ сарăлнă вăрмансенче, вăрман паркĕсенче, уйрăм сад-пахча участокĕсенче;

- сăвăссем чĕрчунсемпе (йытăсемпе, кушаксемпе) е çынсемпе (тумтирпе, чечекпе, туратпа) ерсе килни;

- сăвăса имĕрнĕ е вăл çыртнă вырăна сăтăрнă (туранă) чухне вирус ÿте кĕни;

- сăвăссем массăллă тапăннă тапхăрта сăвăс вирусĕ качакан (тăтăшрах), сурăхăн, ĕнен вĕретмен сĕтне ĕçнĕ (апатра усăланнă) чухне. Çавăнпа та сăвăс энцефаличĕ енĕпе ăнăçлă мар территорисенче çак продуктпа вĕретсе анчах усăланмалла. Вĕретмен сĕт кăна мар, унран хатĕрленĕ продуктсем те (тăпăрчă, хăйма) инфекциллĕ пулаççĕ.


Чирĕн тĕп паллисем мĕнле?

Чир сăвăссем активлăрах чухне, çурхи-кĕрхи сезонра ерет. Инкубаци (вăрттăн) тапхăрĕ тăтăшрах 10-14 кун пырать (1-60 кун таран та пулать). Чир йывăр пуçланать, шăнтать, пуç хытă ыратать, температура каппăл 38-39 таран хăпарать, кăмăл пăтранать, хăстарать. Мышцăсем ыратаççĕ, ытларах мăйпа хулпуççи, кăкăр тата пилĕк, ал-ура йăшкать.


Кама чир ерме пултарать?

Чир ÿсĕме тата арçын е хĕрарăм пулнине пăхмасăр пурне те ерет. Ĕçĕ вăрманта пулассипе çыхăннă çынсем – вăрман промышленноçĕн, геологипе тĕпчев работникĕсем, автомобиль тата чугун çул, нефть тата газ пăрăхĕн, электропередача линийĕсен строителĕсем, топографсем, сунарçăсем, туристсем ытларах теветкеллĕхре.

Хула çыннисем хула çумĕнчи вăрмансенче, вăрман паркĕсенче, сад-пахча участокĕсенче чир ертеççĕ.


Вируслă сăвăс энцефалитĕнчен мĕнле сыхланмалла?

Спецификăллă мар тата спецификăллă профилактика ирттерсе сăвăс энцефаличĕпе чирлессине асăрхаттарма пулать.


Спецификăллă мар профилактика – ятарлă хÿтлĕх костюмĕсемпе усăланни (йĕркеленĕ контингент валли) е сăвăссене çухаран кĕме май памалла мар çĕленĕ, обшлаглă тумтир тăхăнни.

Кĕпе çанни вăрăм пулмалла, вĕсене чавса тĕлĕнче резинкăпа çирĕплетмелле. Кĕпене шăлавар ăшне чикмелле, шăлавар пĕççине – нуски, атă ăшне. Пуçа тата мăя косынкăпа хупламалла. Сăвăссенчен хÿтĕленме хăратакан хатĕрсемпе – репеллентсемпе усă кураççĕ, ăна тумтир, хупламан ÿт-пÿ çине сапаççĕ. Усăланас умĕн инструкцине вуласа тухмалла. Хурт-кăпшанкă активлă пулнă тапхăрта сăвăс энцефаличĕн çутçанталăк вучахĕнче çÿренĕ чухне кашни çын вăхăтран вăхăта хăйĕн тумтирне тата ÿт-пÿне хăй тĕллĕн е ытти çынсем пулăшнипе тĕрĕслемелле, тупнă сăвăссене пуçтарса илмелле.


Вируслă сăвăс энцефаличĕн спецификăллă профилактика мерисем:

- паллă вирус вучахĕсенче ĕçлекен уйрăм професси çыннисен е çав вырăнсене тухса каякансен (командировкăна янă çынсем, строитель отрячĕсен студенчĕсем, туристсем, канма, сад-пахча участокĕсене каякансем) сăвăс энцефалитне хирĕç профилактика прививки тутармалла;

- серопрофилактика (ăна вируслă сăвăс энцефаличĕн çутçанталăкри вучахĕнче ÿт-пÿне сăвăс кĕрсе ларнă çынсене медицина организацийĕсенче анчах тăваççĕ).


Вируслă сăвăс энцефалитĕнчен прививка ăçта тата мĕнле тутармалла?

Россия Федерацийĕнче вируслă сăвăс энцефалитĕнчен темиçе вакцина регистрациленĕ. Сăвăс энцефалитĕнчен прививкăна врачран консультаци илнĕ хыççăн поликлиникăсен, медсанчаçсен, здравпунктсен никĕсĕнчи прививка пункчĕсенче тутарма пулать. Сăвăс энцефалитне хирĕç прививка курсне ăнăçлă мар территорине тухса кайиччен икĕ эрне маларах вĕçлемелле.


Енчен те эсир прививка тутарман тата сăвăс энцефаличĕ енĕпе ăнăçлă мар территоринче пулнă пулсан мĕн тумалла?


Прививка тутарман çынсем тĕлĕшпе серопрофилактика ирттереççĕ – сăвăс кĕрсе ларнă тата кăтартусем тăрăх медицина учрежденине пынă хыççăн 96 сехет хушшинче сăвăс энцефалитне хирĕç çыннăн иммуноглобулинне тăваççĕ.


Сăвăса мĕнле кăларса илмелле?

Çакна пурăнакан вырăнти поликлиникăри травматологи пунктĕнче е кирек епле травматологи пунктĕнче тусан аванрах.

Сăмсине татас мар тесе (ларнă тапхăрта вăл питĕ тарăн тата вăйлă çирĕпленсе кĕрет), ăна питĕ асăрхануллă кăлармалла.


Сăвăс кăларса илнĕ чухне çак сĕнÿсене пăхăнмалла:

- сăвăса пинцетпа е таса марльăпа чĕркенĕ пÿрнесемпе тытмалла (май пур таран çăварĕ патнерех), çыртнă сий тĕлĕшпе перпендикулярлă тытса сăвăса хăй тавра çавăрмалла, ÿтрен кăларса илмелле;

- çыртнă вырăна çак тĕллев валли юрăхлă кирек епле хатĕрпе ( 70 % спиртпа, 5 % йодăпа, одеколонпа) дезинфекцилемелле;

- сăвăс кăларнă хыççăн алла супăньпе тĕплĕн çумалла.


Сăвăса ăçта тĕпчеме памалла?

Кăларса илнĕ сăвăса „Пушкăртстан Республикинчи Гигиена тата эпидемиологи центрĕ” ФБУЗ” вирусологи лабораторине (Уфа хули, Шафиев урамĕ, 7 çурт) е унăн филиалĕсене илсе каймалла.


Филиалсем:

- „ПР Гигиена тата эпидемиологи центрĕ” ФБУЗ Стерлитамакри филиалĕ (Стерлитамак хули, Революционная урамĕ, 2а çурт);

- „ПР Гигиена тата эпидемиологи центрĕ” ФБУЗ Бирскри филиалĕ (Бирск хули, Калинин урамĕ, 18 çурт) ;

- „ПР Гигиена тата эпидемиологи центрĕ” ФБУЗ Нефтекамскри филиалĕ (Нефтекамск хули, Социалистическая урамĕ, 10 çурт) ;

- „ПР Гигиена тата эпидемиологи центрĕ” ФБУЗ Туймазăри филиалĕ (Туймазă хули, Морозов вăрман ĕрчетекен урамĕ, 1 çурт).


„Пушкăртстан Республикинчи Гигиена тата эпидемиологи центрĕ” ФБУЗра” тĕпчеме сăвăс леçсе парас енĕпе „МедиаЛаб” ООО хушма пулăшусем парать.
Сăвăссем вăраннă!

Сăвăссем çуркунне çитсен, юр ирĕлнĕ майăнах – апрель-май уйăхĕсенче – вăранаççĕ. Май вĕçĕнче-июньте вĕсен шучĕ чи пысăк пулать. Июльте сăвăссем сахалланаççĕ, августра иккĕмĕш хут йышланса каяççĕ. Августра-сентябрьте сăвăссем, танлаштаруллă нумаях мар пулсан та, çынсене тапăнни нумай пулать, мĕншĕн тесен çак тапхăрта çынсем çырла тата кăмпа пуçтарма вăрмансене тăтăшрах тухса çÿреççĕ.
ПР Роспотребнадзор Управленийĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.
Читайте нас: