Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
27 Мартӑн 2019, 12:20

Туберкулеза сиплеççĕ

Фтизиатр врач патĕнче диспансери учетĕнче туберкулезпа чирлĕ 33 çын тăрать.

Районта юлашки виçĕ çул хушшинче кашни çул активлă туберкулезпа чирлĕ 10-11 çынна тупса палăртаççĕ. Вĕсем пурте специализациленĕ сиплев иртеççĕ. Пациентсен 75 проценчĕ сывалать, вĕсене учетран кăлараççĕ. Эпидемиологи лару-тăрăвĕ стабиллĕ пулса юлать.


Профилактика тĕлĕшпе флюорографи тĕпчевне çулталăкра пĕр хутран сайра мар иртмелле. Анчах районти халăхăн 12 проценчĕ икĕ çул тăршшĕне тĕрĕслев иртмен.


Республикăра Кох микробĕпе чирленин шайĕ чакса пырать.


Халĕ туберкулеза сиплеççĕ, тата ăнăçлă. Туберкулезпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă „хĕрÿ лини” мартăн 28-мĕшĕнче 14.00-15.00 сехетсенче иртет. Сирĕн ыйтăвăрсем çине районти тĕп больницăн фтизиатр врачĕ Фаниля Акбашева хуравлĕ. Т. 8(34745) 2-15-03.
Читайте нас: