Пур хыпар та
Сывлăх
26 Мартӑн 2019, 13:22

Массаж – тÿлевсĕр

Обязательнăй медицина страхлавĕн полисĕ (ОМС) тăрăх медицина пулăшăвĕ ыйтнă чухне поликлиникăра вĕсемшĕн тÿлеме сĕнекен пулăшусен пĕр пайне тÿлевсĕр пани çинчен „Спасение-БМСК” Пушкăрт филиалĕн директорĕ Ангелина Махмутова каласа парать.

Обязательнăй медицина страхлавĕн полисĕ (ОМС) тăрăх медицина пулăшăвĕ ыйтнă чухне поликлиникăра вĕсемшĕн тÿлеме сĕнекен пулăшусен пĕр пайне тÿлевсĕр пани çинчен нумай çын манса каять е пĕлмест. Пирĕн корреспондент И. Яковлева „Мĕн тумалла, енчен те...” анлăрах сарăлнă ыйтусен хуравĕсем çинчен „Спасение-БМСК” Пушкăрт филиалĕн директорне Ангелина МАХМУТОВАНА каласа пама ыйтнă.


- Ангелина Евгеньевна, енчен те тишкерÿшĕн тÿлеме ыйтсан, мĕн тумалла?


- Медицина кăтартăвĕсем пур пулсан, ОМС полисĕ пур кашни гражданин 2019 çула тата 2020-2021 çулсен планланă тапхăрне Пушкăртстан Республикинче граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли государ-ство гарантийĕсен программи (малалла ОМС Программи) йĕркипе кирлĕ тишкерÿсене пурне те тÿлевсĕр иртесси¬не шанса тăма пултарать. (Медпулăшу кĕтмелли чи пысăк сроксем çинчен – „Аургазă хыпарçи” хаçатăн 2019 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчи 22-мĕш номерĕнче).
- Гормонсене тĕпчемелли анализшăн?


- Енчен те гормонсене врач палăртнă тăрăх – тĕслĕхрен, эндокрин системин чирĕсем пулсан, ача пăрахсан, çие юлмасан тата ытти - тĕпчеççĕ пулсан, эсир тÿлеме тивĕçлĕ мар. ОМС Программи çаплах тĕпчев кĕтмелли чи пысăк срока та палăртнă – 14 календарлă кунран ытла мар. Профилактика тĕллевĕпе гормонсен шайне тĕпченĕшĕн вара тÿлеме тивет.
- Ыратми тунăшăн?


- ОМС Программинче паллă вырăнти анестези, эпидуральнăй анестези çеç мар, наркоз та шута илнĕ, çавăнпа стационарта ыратни¬не пĕтерессипе сире тÿлевсĕр тивĕçтерме тивĕçлĕ.
- Пломба хакĕшĕн?


- Шăлсене пломба лартнă чухне, ОМС Программи йĕркипе, химилле тата çутăпа хытса ларакан пломба лар-тма хамăр çĕршывра çеç туса кăларнă цемент тата композит материалсемпе усă курассине шута илнĕ.
- Интраокулярнăй линза (искусственнăй хрусталик) лартнăшăн?


- Катаракта – анлă сарăлнă офтальмологи чирĕсенчен пĕри, ăна васкавлă хирурги операцийĕ тумалла. Çакăн пек лару-тăрура пациента инноваци оптикин имплантатне – интраокулярнăй линза – лартма сĕнеççĕ.

Сиплекен врач кăтартăвĕсем тата направлени, çаплах вăйра тăракан ОМС полисĕ пулсан, пациент пысăк пахалăхлă куç шăрçине имплантаци туса, ÿсĕмне пăхмасăр, хаклă сиплев иртме пултарать.
- Амăшĕ (ашшĕ) ачапа пĕрле стационарта пулнăшăн тÿлемелле-и?


- Тăватă çул таран ÿсĕмри ачапа унăн законлă представителĕ стационар условийĕсемпе медицина учрежденийĕнче пĕрле пулнă чухне çывăрмалли вырăнпа тата апатланупа тивĕçтернĕшĕн тÿлеттермеççĕ.
- Стационарта тăкаклакан материалсемшĕн тата эмелсемшĕн тÿлеттерме тивĕçлĕ-и?


- Больницăра выртакан пациентăн тăванĕсене эмелсем тата тăкакламалли мате¬риалсем, тĕслĕхрен, шприцсем çук тесе час-часах пĕлтереççĕ. ОМС Программипе килĕшÿллĕн, стационарсене сиплев апачĕ, юн компоненчĕсем, эмелсем тата медицина тĕллевлĕ изделисем Питĕ кирлĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ эмелсен списокĕ тăрăх тÿлевсĕр параççĕ.

Енчен те стационарта сипленнĕ вăхăтра çак списо¬ка кĕмен эмелсем кирлĕ пулса тухсан, медицина кăтартăвĕсем тăрăх, тĕслĕхрен, çын çав эмеле тÿсме пултараймасан, врачсен комиссийĕ эмеле улăштарасси çинчен йышăну тума пултарать. Çитменнине, обязательнăй медицина страхлавĕ шучĕпе, урăхла ка¬ласан, пациентшăн тÿлевсĕр, палăртаççĕ.
- Тÿлевсĕр массаж илме пулать-и?


- Медицина кăтартăвĕсем пур пулсан, массаж, сиплев физкультури тата ытти реабилитаци мероприятийĕсене тÿлевсĕр пама тивĕçлĕ. Анчах черете кĕтмелли журнал тăрăх палăртаççĕ, вăл мĕнле-тĕр вăхăт йышăнма пултарать.
- Çакă „Спасение-БМСК” Пушкăрт филиалĕн „хĕрÿ лини” телефонĕпе килекен ыйтусен пĕчĕк пайĕ çеç-и?
- Паллах. Çаплах хушса калатăп: мĕнле тĕпчев иртмеллине пациент хăй тĕллĕн палăртма пултараймасть – çавна врач палăртать. Енчен те медицина организацийĕн мĕнле-тĕр тĕпчев ирттерме май пулмасан, тунă договорпа килĕшÿллĕн, пациента çав май пур урăх сиплев учрежденине яраççĕ. Çакă пациентшăн пĕтĕмпе тÿлевсĕр. Енчен те врач пулăшушăн тÿлеме сĕнсен, вăл пациента законодательствăпа çирĕплетнĕ срокра ОМС Программи тăрăх тÿлевсĕр илмелли май çинчен пĕлтерме тивĕçлĕ.

Медицина пулăшăвĕ ыйтса килнĕ чухне гражданин, васкавлă медицина пулăшăвĕ панă тĕслĕхсемсĕр пуçне, ОМС полисĕ кăтартма тивĕçлĕ. ОМС полисĕ пулман тĕслĕхре ăна „Спасение-БМСК” Пушкăрт филиалĕн агентствин офисĕнче çак адреспа илме пулать: Толбазă ялĕ, М. Гафури урамĕ, 1 (больницăн административлă корпусĕ), т. 2-27-79.
Читайте нас: