Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
15 Мартӑн 2019, 14:36

Скандинави утти мĕнпур ÿсĕмре те юравлă

Районăн тĕп больницин физиотерапевт врачĕ Э. Мирхайдарова скандинави уттин усси çинчен каласа парать

Яланхилле утнипе тата чупнипе танлаштарсан, скандинави уттипе утнă чухне ÿт-пĕвĕн аялти тата çÿлти пайĕсене пĕр пек нагрузка лекет.
Физкультура - вăл кил хушшинчи е пахчари вăй-хал ĕçĕ мар. Ун пек ĕç яланах мар усăллă – унта пĕрешкел, мышцăсен пĕр ушкăнне ытлашши ĕçлеттерекен хусканусем ытларах пулаççĕ. Тĕрĕс суйла¬са илнĕ физкультура упражненийĕсем контрольленĕ нагрузкăпа вăл е ку мышцăсен ушкăнне пиçĕхтерме тивĕçлĕ. Скандинави утти çавна валли питĕ лайăх мел пулса тăрать. Нормăпа килĕшÿллĕн, çын кунне 10 пине яхăн утăм тумалла.
Спорт утти çурăм шăммине тата сыпăсене тивекен сиенлĕ пысăк нагрузкăна кемĕтет;

- ÿт-пĕвĕн 90% мышцине пиçĕхтерет, ахаль утнă чухне - 70% анчах;

- 45% нумайрах калори пĕтерет, яланхилле утнипе танлаштарсан, ÿпке тата чĕре ĕçне лайăхлатать;

- юнри холестерин шайне кемĕтет, пыршăлăх ĕçне лайăхлатать, веществосен ылмашăвне йĕркене кĕртет, токсинсене хăвăртрах кăларать, çакă пĕтĕм ор¬ганизма çамрăкланма пулăшать;

- кĕлеткене тÿрĕ тытма тата тÿрлетме те пулăшать;

- хусканусен килĕшÿлĕхне лайăхлатать.
Мĕнле чир пур чухне усăллă?

Патаксемпе скандинави утти тĕрев-хускану аппарачĕ суранланнă, вĕсене операци тунă хыççăн ирттерекен реабилитаци курсĕсене пурне те тенĕ пек тума тивĕçлĕ элемент пек кĕрет. Çапла, сăмахран, сиплев физкультурин çак тĕсĕ пулăшнипе вĕчепе пĕçĕ шăммин сыпписене протез лартнă пациентсем операци хыççăн пĕр уйăхранах яланхи пурнăç йĕркине таврăнаççĕ. Унсăр пуçне остеохондроз, сколиоз, ÿпке чирĕсем, çурăмри, хулпуççинчи тата мăйри вăраха кайнă чирсем, юн тымарĕсен вегетативлă дистонийĕ, Паркинсон чирĕ, психологи проблемисем (невроз, депресси), ыйхăсăрлăх, ытлашши виçе тата самăрланнă чухне физкультурăн сывлăха лайăхлатакан çак тĕсĕ уйрăмах усăллă.
Сиплев-профилактика тĕллевĕпе остеопороз, атеросклероз, артери гипертензийĕ пек чирсем аталанас теветкеллĕх ÿснĕ чухне патаксемпе скандинави уттине сĕнеççĕ.
Техника

Скандинави утти яланхилле утнине аса илтерет: алăсем, урасем тата кĕлетке ирĕклĕ тата синхронлă хускалаççĕ: сулахай алă тата сылтăм ура малалла, унтан тепĕр утăм – сылтăм алă тата сулахай ура малалла. Утнă чухне малтан ура кĕлли çине пусмалла, унтан – пÿрнесем çине, çавăн чухне хусканусем пĕр тикĕс, каппăл туртăнусемсĕр пулмалла.
Шыв шайлашăвне пăсас мар тесен, уçăлса çÿренĕ чухне çухатнă кашни çур килограмм виçе пуçне çур литртан кем мар е тата тепĕр стакан ытларах шыв ĕçмелле. Вăрăмăшĕпе малтан 15-20 минут утассинчен пуçлăр, кашни тренировкăра çак вăхăта 5-10 минута ÿстерсе пырăр, ăна 40-60 минут таран е ытлараха та çитерĕр. Пĕтĕмпех хăвăрăн сывлăхăра пăхса. Малтан тренировка режимĕпе утма пулать, кайран - уçăлса çÿренĕ режимпа, уйрăмах çанталăк кăмăлпа пĕр килнĕ чухне. Ÿт-пĕве чи лайăх халра тытма эрнере 40-50-шар минут 3-4 заняти ирттерни çителĕклĕ тесе шутлаççĕ. Ан ÿркенĕр – хăвăра сывлăх парнелĕр!
Э. МИРХАЙДАРОВА, районăн тĕп больницин физиотерапевт врачĕ.
Читайте нас: