Лимонăн тăван çĕршывĕ – Кăнтăр-Хĕвелтухăç Ази. Унта вăл 7 метр таран ÿссе çитме пултарать. Ун çимĕçĕ тĕрлĕ вăхăтра çитĕнет. Ăшă çанталăка юратать, хĕлле пÿлĕмре +12, +15 градусран кая пулмалла мар. Нÿрĕк çителĕксĕр пулсан тата çутă сахалтарах чухне ачаш йывăç хăйĕн çулçине тăкма пултарать. Ку – хăйне евĕрлĕ хÿтлĕх, çав вăхăтрах асăрхаттару та („эсир мана лайăхрах пăхăр, атту çимĕçне те параймăп” тенĕ евĕрлех пулса тухать).
Унăн йывăçне çак майсемпе ĕрчетеççĕ: вăрлăхпа, хунавпа тата сыпса.
Хунавне çуркунне е çулла, çанталăк ăшăрах чухне, лартма хушаççĕ. Хунавпа ĕрчетни чылай меллĕрех – йывăç 4 çултанах çимĕç пама тытăнать.
Вăрăран çитĕнтерни „парне” парасса 10 çул кĕтме тивет. Ун валли çакнашкал çĕр кирлĕ:
- 2 пай хура тăпра (е çерем çĕрĕ);
- 1-ер пай тислĕк, çулçăпа хутăштарнă тăпра тата юханшыв хăйăрĕ.
Лимон ÿснĕçемĕн ăна пысăкрах савăт çине куçарса пыраççĕ. Сăмахран, тăватă çулти йывăçа 3 литрлă савăт, 8 çулти валли – 8 литрли, унтан аслăрах йывăç валли вара 12-15 литрли кирлĕ.
Лимон йывăççин тăшманĕсем те пур. Хĕрлĕ тата кăвак тĕслĕ сăвăссем çак йывăçа питĕ сырăнма юратаççĕ. Вĕсене тата чир-чĕр ертекен бактерисене ятарлă им-çампа пĕтермелле.
Лимон йывăçĕ, кил-çурта илем кÿнипе пĕрлех, усăллă та. Вăл тĕрлĕ бактерисемшĕн сиенлĕ шăршă кăларать (чир-чĕр саракан бактерисене лимонăн фитонцичĕсем пĕтереççĕ), çулсерен сиплĕ çимĕç парать.
Пÿртре ÿстерме Павловский тата Мейера йышши сортсем юрăхлă. Китай чĕлхинчен куçарсан „ли-мунг” сăмах „хĕрарăмшăн уйрăмах усăллă” тенине пĕлтерет.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен.