Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
8 Нарӑсӑн 2019, 14:42

Медиксем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă

Район больницин сотрудникĕсем пулăшусене кирлĕ мар пек пурнăçламан пирки çулĕ çитмен çынна асăрхамасла вилĕм кÿнĕ.

Район прокуратури район больницин сотрудникĕсем пулăшусене кирлĕ мар пек пурнăçламасăр çулĕ çитмен çынна асăрхамасла вилĕм кÿнин факчĕ тăрăх Россия Следстви Комитечĕн ПР Следстви Управленийĕн Стерлитамакри районсем хушшинчи следстви пайĕ РФ Уголовлă Кодексĕн 238-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарасси çинчен постановленине законлă тата çирĕплетсе панă тесе йышăнчĕ.
Çак решение йышăннă самант тĕлне тупса палăртнă тăрăх, 2019 çулхи февраль пуçламăшĕнче Аургазă районĕнчи Треппел ялĕнчи çулĕ çитмен 16 çулхи хĕрачан сывлăх халĕ начарланнипе, вырăнти фельдшер-врач консультацийĕ хыççăн, направленипе Толбазăри районăн тĕп больницинче педиатр-врач патĕнче йышăнура пулнă, унта диагноз лартнă, эмелсем çырса панă.
Тепĕр кунхине пациент халĕ лайăхланман, çавăн пирки фельдшера килне тепĕр хут чĕнтерсе илнĕ, вăл сиплекен врач кăтартăвĕпе тума тивĕçлĕ уколсем тунă.
Анчах çак мерăсем кирлĕ результат паман, хĕрача начарланса пынă, çавăн пирки ашшĕпе амăшĕ Толбазă ялĕнчи васкавлу пулăшу станцине васкавлă пулăшу чĕнтерсе илме заявка панă. Ашшĕпе амăшĕ больница сотрудникĕсем килессине кĕтсе илеймесĕр, вĕсем пушă транспорт пулман пирки килейменни çинчен пĕлтернĕ хыççăн, хĕрачана хăйсен транспорчĕпе хăйсем илсе кайма шут тытнă, чирлĕ çын çул çинче вилсе кайнă. Ашшĕ-амăшĕн сăмахĕ тăрăх, фельдшер тата сиплекен врач патĕнче йышăнура пулнă чухне вĕсем хĕрачине сиплеме болницăна вырнаçтарасшăн пулнă, анчах педиатри уйрăмĕнче пушă вырăн çукки çинчен хурав илтнĕ.
Районти право сыхлакан органсем хальхи вăхăтра пулса иртнин мĕнпур версине пăхса тухаççĕ, çын вилнин сăлтавĕсене тупса палăртаççĕ, çак ĕçе тĕпчесси мĕнле пынине тата результачĕсене район прокуратури уйрăм контрольте тытать.
Федераци законодательствин требованийĕсене пăхăннине тĕрĕслес тĕллевпе прокуратура Росздравнадзорăн Пушкăртри управленийĕн представителĕсемпе пĕрле тивĕçлĕ мероприятисем ирттерет, тивĕçĕсене пурнăçламаннине тупса палăртнă тĕслĕхре хакламалли татăклă мерăсемпе усă курĕç.
Çакăнсăр пуçне, палăртнă тĕрĕслев йĕркипе кăçал 18 уйăхри пĕчĕк ача, çаплах Толбазă ялĕнчи ватă çын вилнин факчĕсене те тĕпчĕç, вĕсен вилĕм сăлтавĕ, тен, больница сотрудникĕсем пулăшу кирлĕ пек паманни пулса тăнă.
А. АХУНОВ,

район прокурорĕ.
Читайте нас: