Грипп сăлтавĕ иммунитет начарланнинче тата хытă шăннинче мар, грипп вирусĕнче. Унăн уйрăмлăхĕ вăл улшăнса тăма пултарассинче. Медицинăра çырса кăтартнă грипăн виçĕ ушкăнĕ (А, В тата С) черечĕпе пулма тата хăйсен тытăмне улăштарма пултараççĕ. Çавăнпа та эпидеми тапхăрĕнче кашни çул пирĕн иммунитетлă система çĕнĕ микроорганизмпа тĕл пулать, çавă унпа кĕрешĕве йывăрлатать.
А типлă вирус чирĕн йывăр формисен „пуянлăхĕпе” тата анлă сарăлнипе уйрăлса тăрать. С грипп вирусĕ – сахалрах агрессивлă. В тип сарăлас интенсивлăхпа тата пуçаракан чир йывăрлăхĕпе вăтам вырăн йышăнать.
Грипп чухне чир ертекен çăлкуç – чирлĕ çын, сайра хутра хăшпĕр чĕрчунсем: сыснасем, кайăксем. Грипăн уçăмсăр формине чирлекен çынран та ертме пулать, вăл сахал палăрать, çын ăна чир вырăнне йышăнмасть.
Грипп сывлăшпа-тумлампа куçать. Чирлĕ çын ÿсĕрнĕ, апчхулатнă тата сывланă чухне хăй тавра сывлăшра вĕçекен чир ертекен „пĕлĕт” – çăра сурчăкăн, сăмсаран тухакан лăймакан пĕчĕк пайĕсем - йĕркелет. Çак пĕчĕк пайсене сывласа илни грипп вирусĕ сывă çыннăн организмне кĕрекен çул пулса тăрать.
Вăрттăн – инкубаци – тапхăрĕ 5-6 сехетрен пуçласа 3 талăк таран пыма пултарать. Çак вăхăтра вирус çăварăн тата сăмсан лăймака сийĕ урлă организма кĕме ĕлкĕрет, иммунитетлă система ăна хирĕç тăма хăтланать. Инкубаци тапхăрĕн тăршшĕ вирус тĕсĕнчен, чир вăйĕнчен тата уйрăм çыннăн иммунитетлă системи мĕнле шайра пулнинчен килет. Инкубаци тапхăрĕ хыççăн чир паллисем палăраççĕ, вĕсем тĕрлĕ йĕркепе иртме пултараççĕ.
1. Сунас ерни, сăмса хупланни, апчхулатни, пырта кăтăклантарни – чирĕн час-часах пулакан малтанхи паллисем.
2. Вăй çукки, шăм-шак сурни пуçланакан чирĕн пĕрремĕш паллисем е умĕнхи пунктра палăртнисем хыççăнхи паллăсем пулма пултараççĕ.
3. Температура, яланхи пек, чир ертнĕ малтанхи сехетсенче хăпарать. Грипп вăхăтĕнче вăйлă сивчир пулать, температура 40 градус таран тата ытларах та хăпарать.
4. Ÿслĕк каярах палăрать, малтан вăл типĕ пулать, тип пырпа бронхсене „çурать”, анчах нимĕн те тухмасть. Майĕпен ÿслĕк çемçелет, çăра сурчăк тухма пуçлать. Енчен те ÿслĕк йытă вĕрнине аса илтерет пулсан, карланкă шыçнă, сывлама хĕн пулма пултарать.
1. Конъюнктивит куçсем хĕрелнипе тата пÿрленнипе палăрать, вăл куç хăрпăкĕсем çине çыпăçса хытса ларать.
3. Пыршăлăх чирĕсем палăрни. Грипп чухне пĕр хутчен хăстарма тата варвитти пулма пултарать, анчах та çакă апат хуранĕпе пыршăлăх системи вирус лекнипе мар, организм хавшанипе хирĕç тавăрнин результачĕ. Хут-хут хăстарнипе тата варвиттипе палăракан „пыршăлăх грипĕ” грипп шутланмасть – ку чире урăх вирус пуçарать.
Чир йĕркеллĕ иртнĕ чухне 5-6-мĕш кун хал лайăхланать, температура йĕркене кĕрет. Яланхи пек, 7-10-мĕш кунхине çын чĕрĕлет. Анчах та вăйсăрлăх, хăвăрт ывăнни, ĕçлес пултарулăх кемни сыхланса юлма, вĕсем 2-3 эрнене пыма пултараççĕ.
Иммунитетлă система начар чухне (сăмахран, ватă çынсен тата ачасен), сипленмесен е тĕрĕс мар сипленсен, режима пăссан пулать.
1. Бронхит: чирлеме пуçланă хыççăн эрне тăршшĕне ÿслĕк иртмест, сарă, симĕсрех, сăрă тĕслĕ пÿрлĕ çăра сурчăк нумай тухать.
2. Пневмони – час-часах вирус лекнипе мар, вирус сиенлетнĕ лăймака витĕмĕ урлă кĕнĕ бактерисене пула ÿпке тĕртĕмĕ шыçни. Тарăхтаракан ÿслĕк, çавăн чухне чирлĕ çыннăн пĕтĕмĕшле халĕ начар, температури пысăк. Хăшпĕр чухне геморраги пневмонийĕ – чирĕн уйрăмах йывăр тĕсĕ – пулма пултарать, вăл сайра мар вилĕмпе вĕçленет.
3. Менингит тата энцефалит – пуç мими тата унăн витĕмĕ шыçнипе палăракан йывăр чир. Чир ытларах ачасен пулать – çитĕннисен кун пек вĕрĕлни сайра аталанать. Менингит тата энцефалит питĕ йывăр иртеççĕ, интенсивлă терапи ыйтаççĕ, вилĕмпе вĕçленме пултараççĕ.
4. Шăнăр туртса тытамак тытни – тĕп нерв системи сиенленнин палли е температура пысăк пулнине организм хирĕç тавăрни пулма пултарать.
5. Галлюцинациллĕ психозсем – пуç мимин функцийĕ пăсăлнипе йывăр наркăмăшланнин палли пулса тăрать.
Чирлĕ çынна лăпкăлăх кирлĕ – ытларах выртма сĕнеççĕ. Хăнăхнă активлăх (яланхи ĕç, кил хушшинчи ĕçсем) сиенлĕ, чир йывăр вĕрĕлни патне илсе çитерме пултарать.
ПР Гигиена тата эпидемиологи центрĕн Стерлитамакри уйрăмĕн бактериолог врачĕ.