Пур хыпар та
Сывлăх
31 Кӑрлач 2019, 17:53

Пыл ĕмĕре вăрăмлатать

Усăллă продукт тĕрлĕ чир-чĕре çĕнтерме пулăшни авалтанах паллă.

Пыл тĕрлĕ чир-чĕре çĕнтерме пулăшни авалтанах паллă. Унсăр пуçне унăн витĕмĕпе организм та çирĕпленет.
Хырăмлăх тата пыршăлăх ĕçĕ пăсăлсан пыл çиме сĕнеççĕ. Вăл юхан суранран хăтăлма май парать. Организмри микрофлорăна йĕркене кĕртет.
Сахăр диабечĕ аталанасран сахăр вырăнне пылпа усă курмалла.
Çак çимĕçри антиоксидантсемпе флавоноидсем ракран хÿтĕлеççĕ, чĕре ĕçне лайăхлатаççĕ. Пылри фруктозăпа глюкоза пĕвере ырă витĕм кÿнине, юна тасатнине палăртмалла.
Пыл ферментпа пуян. Вăл глюкозăпа хутăшса инфекци тата кăмпа чирĕсене сиплекен эмеле çаврăнать.
Пыл ÿслĕке çемçетет, пыр ыратнине çăмăллатать. Шăнса чирлесен е пыр шыçсан пылпа чей е сĕт ĕçсе выртмалла. Çакă канлĕ çывăрма пулăшĕ.
Пыл сĕрсен суран хăвăртрах ÿт илет. Вăл юн çаврăнăшне лайăхлатни, микробсене вĕлерни пĕлтерĕшлĕ.
Пыл маски типĕ ÿте тутлăхлантарать тата нÿретет. Унсăр пуçне унăн витĕмĕпе пите вĕтĕ шатра тухмасть.
Ирхи апатчен пыл çиекен çын час ывăнмасть тата сăлтавсăр вĕчĕрхенмест. Çав вăхăтрах вăл шухăшлама пулăшать, склероз аталанасран сыхлать.
Читайте нас: