Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
29 Кӑрлач 2019, 16:31

Çуллахи çырласем хĕллехи кун усăллă

Шăнтнă çырласенче витаминсем лавккасенче сутаканнисенчен чылай нумайрах.

Çулла чылайăшĕ тĕрлĕ çырлана, пахча çимĕçе хĕл валли морозильникре шăнтса хурать. Диетологсем палăртнă тăрăх, вĕсем хĕлле лавккасенче сутаканнисенчен чылай усăллăрах.

Морозильникре чиене, кĕтмеле (брусника), шур çырлине (клюква) – çулталăк, çĕр çырлине (клубника), хăмла çырлине, хура çырлана (черника), йĕплĕ кăвак хăмла çырлине (ежевика), кăвак çырлана (голубика) тăхăр уйăх таран упрама юрать.


Иммун тытăмĕ валли

1 стакан сĕлĕ кĕрпине 1 стакан шыва ямалла, 20 минут пĕçермелле. 2-шер апат кашăкĕ шăнтнă шăлан, сырлан (облепиха) çырлисене, шур çырлине нимĕрлесе сĕлĕ шывне хушмалла. Ытти çырла та юрать. Каллех вĕреме кĕртмеле та çулăм çинчен илмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Тутă кĕме пыл та хушаççĕ. Кун тăршшĕнче ĕçса ямалла.


Шăнса пăсăласран

Шăнтнă кирек мĕнле çырлана е çырласен пуххине 1 стакан илсе тин вĕретнĕ 1,5 литр шыва ямалла. Çырласене тÿсе нимĕрлемелле. 1 апат кашăкĕ пыл хушса 20 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Пилĕк кун ăшăлла ĕçмелле.


Чĕрене пулăшма

Юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетме чие (вишня) пулăшать. Ăна анемипе аптракан, юн çăра çынсен те ытларах çиме тăрăшмалла. Чие юн пусăмне чакарать, нерв тытăмне лăплантарать. Хурăн çырли (земляника) те юн пусăмне чакаракан витĕмпе палăрса тăрать. Вăл юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетет, тасатать, юнри холестерин шайне йĕркене кĕртет. Хурлăхан юн тăвассине, чĕре ĕçне лайăхлатать.


Каçхи апат вырăнне

Ытлашши виçерен хăтăлма ĕмĕтленекенсемшĕн шăнтнă çырла – уйрăмах паха çимĕç. Шăнтнă çырласем апат ирĕлессине лайăхлатаççĕ, ылмашăну ĕçне йĕркене кĕртеççĕ, организма наркăмăшсенчен тасатаççĕ. Вĕсем пурте – сахал калориллĕ. Икĕ эрне каçхи апат вырăнне шăнтнă çырла çисе пурăнсан кĕлетке виçин пилĕк килограмĕнчен хăтăлма пулать. Талăкра 400 яхăн грамм тĕрлĕ çырла çиме юрать.


Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: