Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
29 Кӑрлач 2019, 14:27

Рака хирĕç кĕрешÿри премисем

Врачсене рака малтанхи тапхăрта тупса палăртнăшăн преми парĕç.

Республика Çуртĕнче иртнĕ «Сывлăх сыхлав сехетĕнче» Радий Хабиров хавхалантармалли çакăн пек механизм туса хатĕрлеме хушнă.
Халĕ Сывлăх сыхлав министерствинче пулма пултаракан премисен суммине шутлаççĕ.
Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ çакă онкологи чирĕсенчен вилессин шайне кемĕтме çеç мар, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекен работниксен укçан тупăшне те ÿстерме май парĕ тесе пĕлтернĕ.


Çулсерен Пушкăртстанра ракпа чирленин 13 пине яхăн тĕслĕхне тупса палăртаççĕ. Онкологи чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем хыççăн вилеслĕхĕн чи анлă сарăлнă сăлтавĕ пулса тăрать.
Читайте нас: