«Цикорий» порошокне эпир лайăх пĕлекен сив курăкĕн (цикорий) культурăланă сортĕнчен хатĕрлеççĕ. Цикорин темиçе тĕсĕ пе пур. Вăл икĕ çул аталанакан курăк, пĕр вырăнта нумай çул ÿсет. Пĕрремĕш çул унăн çулçă çеç тухать тата тымарĕ аталанать. Тепĕр çулхине тунана каять, вăрă туса сапать.
Порошока цикори тымарĕнчен тăваççĕ. Унăн тымарĕ кишĕр евĕр çитĕнет, тăпрана тарăна каять. Хирте ÿсекен сив курăкне туртса пăхăр-ха – тăпăлтараймăр.
Напиток хатĕрлеме пĕр çул ÿстернĕ тымара кăларса пуçтараççĕ, ятарлă мелпе типĕтеççĕ, ăшалаççĕ, авăртса порошок тăваççĕ.
Цикорипе чылай çын кофе вырăнне усă курать. Ăна юн пусăмĕ хăпарнипе аптракансем ытларах кăмăллаççĕ. Вăл минералсемпе, витаминсемпе пуян. Унăн çамрăк çулçине тĕрлĕ салата хушаççĕ.