Пур хыпар та
Сывлăх
21 Кӑрлач 2019, 18:43

Пÿрнене лазер çине пусса

Юн анализне йĕпсĕр тата ыратусăр тăвĕç.

Мускав патĕнчи Троицк наука хулинче сайра йышши медицина аппарачĕ туса кăларма тытăннă. Вăл анализ тума юна ыраттармасăр тата çивĕчĕ йĕппе усăланмасăр илме май парать. Пĕтĕмпех стерильлĕ, суран вара питĕ хăвăрт тÿрленет. Фантастика-и? Çук, ăна Российăра туса хатĕрленĕ тата „Сколково” Фондпа Çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртес енĕпе стратегиллĕ пуçарусен агентстви ырланă.
Аппаратăн пĕтĕм вăрттăнлăхĕ суперлазерта, вăл куçсемшĕн тата алăсемшĕн хăрушлăхсăр. Кнопка çине пÿрнепе пусатăн та çав секундрах унта микроканал йĕркеленет, юнăн клиника анализне тума вăл çителĕклĕ пулса тăрать. Тата „шăтарнин” тарăнăшне ачасем валли те, çулланнă çынсем валли те уйрăм йĕркелеме пулать. Кирек епле пулсан та, никам та ыратнине туймĕ – лазер ювелир пек ĕçлет тата усăланмалли хаклă материалсем те, хÿтлĕх очки те ыйтмасть.
Туса хатĕрленĕ çĕнĕлĕх медицинăна мĕнле улăштарма пултарать?
Паянхи кун больницăсемпе поликлиникăсенчен пуринче те юн анализĕ тума икĕ тĕслĕ шăтармалли хатĕрпе усăланаççĕ. Пĕрремĕшĕ – тутăхман хурçăран тунă хăйранă пластинка. Ун пеккисем танлаштаруллă йÿнĕ тăраççĕ. Анчах кăлтăкĕсем те пур – çивĕч ырату, мĕншĕн тесен тарăн касса шăтарать. Суран темиçе кун ыратма пултарать: кунта медицина работникĕн ăсталăхĕнчен нумай килет. Çавăн чухне медицина работникĕ хăй те аллине кастарса ярас теветкеллĕх пур, сăмахран, усăланнă йĕпсене утилизацилнĕ чухне. Çавăнпа та çакăн пек пластинкăсем кивелнĕ шутланаççĕ, çĕршывсем нумайăшĕ ун пеккипе усăланмаççĕ.
Шăтармалли иккĕмĕш тĕс – пластик корпус ăшĕнчи хăрушлăхсăр автоматла ланцетсем. Çавăн пек „пÿрнескене” пÿрне патне илсе пыратăн та пружинăллă кнопкăна пусатăн, унран пĕр секундлăха йĕп сиксе тухать, кайран каллех пытанать. Тата кнопка çине иккĕмĕш хут пусма май çук – корпус ăшĕнче иккĕмĕш хут усăланмасса хÿтлĕх вырнаçтарнă. Çакăн пек „пÿрнеске”-ланцет йăлана кĕнисенчен чылай хаклăрах. Тата ăна Российăра туса кăлармаççĕ: больницăшăн вăл вăтамран 8-12 тенке кайса ларать.
- Ку шăпах ют çĕршывра туса кăларнă хатĕре эффективлă улăштарма пултаракан тĕслĕх. Пирĕн лазер приборĕпе пÿрне шăтарасси ют çĕршывринчен икĕ хут йÿнĕрех пулать. Вăл 5,5-6 тенкĕ ытла мар, - каласа парать проект авторĕ тата „НСЛ” медицина стартап руководителĕ Екатерина Савчук. – Аппарата туса хатĕрлесси 10 çул ытла пычĕ. Пирĕн стартап - лазер кристалĕсем туса кăларакан компанинчен. Эпир клиника тĕрĕслевĕсем ирттертĕмĕр ĕнтĕ, регистраци удостоверенийĕ, туса кăларма лицензи илтĕмĕр. Прибор 80 пин хут шăтарма пултарать – çывхартса каласан, пилĕк çул кăлтăксемсĕр ĕçлет. Çавăн хыççăн эпир техника тивĕçтерĕвĕ ирттерĕпĕр, унтан вăл тата пилĕк çул кăлтăксемсĕр ĕçлĕ.
Юн анализĕ тумалли лазер хатĕрĕн батарейăпа ĕçлекен пĕчĕк прототипĕ хатĕр те ĕнтĕ. Унпалан килти условисенче, сăмахран, глюкоза шайне тĕрĕслесе тăма усăланма пулать. Диабетпа чирлекенсемшĕн, вĕсем кунне темиçе хутчен пÿрнине шăтараççĕ, çак прибор чи усăллă медицина аппарачĕ пулса тăма пултарать.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: