Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
18 Кӑрлач 2019, 18:39

Магазинри чексем сывлăхшăн сиенлĕ

Касса чекĕсем пичетлемелли термохут составĕнче сывлăхшăн сиенлĕ бисфенол тытăнса тăрать,

Касса чекĕсем пичетлемелли термохут составĕнче çыншăн хăрушлăхлă А бисфенол (ВРА) – хĕрарăмсен эстроген гормонĕн аналогĕ тытăнса тăрать, çавăн çинчен Гранада университечĕн испан тĕпчевçисем çине таянса Genetic Engineering & Biotechnology News пĕлтерет.
Специалистсем ВРАна шыçăсен, ача тума пултарайманнин, аутизм, гиперактивлăхпа тимлĕх дефицичĕ синдромăн, 2-мĕш тĕслĕ диабетăн, вăхăтсăр ача çуралнин теветкеллĕхĕпе çыхăнтараççĕ. Сăмах май, А бисфенол пластмассăсен тата эпоксид сăмалисен тĕп компоненчĕ пулса тăрать, унпа апат-çимĕç продукчĕсем тата ĕçмесем валли савăтсен шал енне витеççĕ.
Тĕпчевçĕсем Бразили, Испани (унта чексен 90 ытла проценчĕ А бисфенол тытса тăнă) тата Франци (тĕслĕхсен 50 проценчĕ сиенлĕ тытăмлă) çĕршывĕсен обществăлла апатланăвĕн тата магазинсен чекĕсене тĕрĕсленĕ.
Термохута ахальлинчен уйăрма ансат – ăшă çăлкуçĕ çывăхĕнче пĕрремĕшĕ хăвăрт хуралать. Май пур таран ытларах хăвăра хăрушлăхсăрлатма специалистсем чексене пăрахма, килсенче пухмасса, ачасене памасса тата апат-çимĕçрен аякрах тытма сĕнеççĕ.
- Пĕр иккĕленÿсĕр, туяннă продуктсене уçнă чухне чексем апатпа „контактра” пулмалла мар – уйрăмах какайпа е пулăпа. Унсăр пуçне чексене çÿп-çап карçинккине ывăтиччен лÿчĕркемелле мар, вĕсем çине кĕске хыпарсем çырмалла мар, автомобильре, сумкăра тата ытти вырăнсенче усрамалла мар, - ăнлантарса парать тĕпчевĕн тĕп авторĕ Николас Олеа профессор.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен.
Читайте нас: