Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
11 Кӑрлач 2019, 11:11

Пушкăртстанра менингококк пуçланса кайнă

Чир вучахĕ – Янаул районĕ. Чир хăвăрт сарăлса пырать.

Янаулти тĕп больницăн главнăй врачĕ Ришат Хакимов менингококк инфекцийĕ енĕпе районти йĕркеллĕ мар эпидемиологи лару-тăрăвĕ çинчен пĕлтернĕ.
Пĕр кун малтан район больницинче менингококк инфекцийĕнчен сакăр çулхи хĕрача вилнĕ. Унăн пĕтĕм тăванне медиксем тĕрĕслесе тăраççĕ. Вĕсен халне „вăтам” тесе хаклаççĕ.
Чир активланнă пирки медработниксем менингококк инфекцийĕ мĕн иккенне васкавлăн ăнлантарса параççĕ. Вăл – сывлăшпа тата шывпа куçакан ерекен чир. Чир ертнĕ кирек хăш çын, çаплах менингококк саракан çын чир çăлкуçĕ пулса тăма пултарать. Пурте хăвăрт чирлесе ÿкме пултараççĕ. Наци календарĕнче менингитран прививка çук. Çавăнпа пурин те хăйĕн тата ачисен сывлăхĕ тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулмалла.
Чирĕн пĕрремĕш паллисем: 38-40 градус таран пысăк температура, сасартăк хăстарма тытăнни тата пуç питĕ хытă ыратни. Тÿрех, чир ертнин малтанхи талăкĕсенчех, пĕтĕм ÿт-пÿ çинче геморраги шатри тухать.
Чир ертнĕ самантран чир пуçланиччен пĕр кунран пуçласа вунă кун иртет. Чирлĕ çын чирĕн малтанхи кунĕсенченех таврашĕнчи çынсемшĕн инфекциллĕ пулса тăрать.
„Профилактика мерисем: ытлашши шăнассинчен асăрханмалла, çынсем массăллă пулакан вырăнсене чикĕлемелле, пÿлĕмсене кашни кун çуса тухмалла, час-часах уçăлтармалла” – пĕлтернĕ ПР Пуçлăхĕн сайтĕнче.
Медиксем менингитпа чирленĕ тĕслĕхре хăй тĕллĕн сипленме юраманни çинчен асăрхаттараççĕ, чирĕн малтанхи паллисем палăрсанах поликлиникăна е йышăну уйрăмне (талăк тăршшĕпе) кайма хистеççĕ.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин юлашки даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн, 50 яхăн çын карантин иртет. Вĕсем – вилнĕ хĕрачапа хутшăннă унăн тăванĕсем, пĕр класра вĕреннисем, тусĕсем.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: