Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
9 Сентябрӗн 2019, 06:00

Республика Пуçлăхĕн посчĕн ытти кандидачĕсем те сасăланă

Пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕнче регион Пуçлăхĕн ытти кандидачĕсем те суйлава пынă.

„Башкирия” хăна çуртĕнче Рафис Кадыров сасăланă.
Мăшăрĕпе пĕрле Иван Сухарев та суйлав правипе усăланнă. Вăл Уфари 9-мĕш шкулта сасăланă.
Владимир Барабаш Уфари Затонра Артемий ывăлĕпе сасăлава пынă.
Владимир Кобзев та кăнтăрла тĕлне сасăланă.
Юнир Кутлугужин Нагаево ялĕнче сасăланă. Унпа пĕрле мăшăрĕ, ачисем тата мăнукĕсем те пулнă.
Уфари 26-мĕш шкулта ярмарка тата пултарулăх коллективĕсен концерчĕ иртнĕ. Шăпах çавăнта Зульфия Гайсина сасăланă.
Юрий Игнатьев та сасăланă, ун сăмахĕпе сентябрĕн 8-мĕшĕ – Пушкăртстанра пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ кун.
Читайте нас: