Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
9 Сентябрӗн 2019, 07:00

ПАЯН РЕСПУБЛИКĂШĂН ПĔЛТЕРĔШЛĔ КУН

ПР Государство Пухăвĕн Председателĕ Константин Толкачев хăйĕн мăшăрĕпе Уфари 109-мĕш суйлав участокĕнче сасăланă.

ПР Государство Пухăвĕн Председателĕ Константин Толкачев хăйĕн мăшăрĕпе Уфари 109-мĕш суйлав участокĕнче сасăланă. Вăл «Башкортостан» государство концерт залĕнче вырнаçнă.


- Паян эпир Пушкăртстан Пуçлăхне суйланипе пĕрле тĕрлĕ шайри депутатсемшĕн те сасăлатпăр. Камшăн сасăласси суйлавçă кăмăлĕнчен килет. Тĕп тĕллев - суйлава саккунпа килĕшÿллĕн, çирĕплетнĕ йĕркене пăсмасăр ирттересси,- тенĕ Константин Борисович журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май.


Çавăн пекех вăл паян уяв тата пĕлтерĕшлĕ кун пулнине палăртнă. Государство Пухăвĕн ертÿçи суйлав участокĕсен ĕçне икĕ сехете тăсни вырăнлă та тĕрĕс утăм тесе шутлать. Ку вăл тÿрре кăларакан пулăм пулнине систернĕ. Çакă производствăра, уй-хирте вырма кампанинче ĕçлекенсене сасăлава хутшăнма майсем туса парать.

Читайте нас: