Республика Пуçлăхĕн суйлавне чи малтанхисен шутĕнче Пушкăртстанăн унчченхи Президенчĕ Муртаза Рахимов пынă.
Вăл 16 №лĕ вăтам шкулта вырнаçнă 131 №лĕ суйлав участокĕнче сасăланă.
85 çулхи суйлавçă хăйĕн Конституци правине пурнăçланă чух питĕ тимлĕ пулнă. Муртаза Губайдуллович васкамасăр бюллетене пăхса тухнă, ун хыççăн сасăлав кабинине кĕрсе кирлĕ хушамата суйласа илнĕ.