Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
9 Сентябрӗн 2019, 11:36

„Единая Россия” парти лидер пулса юлать

Дмитрий Медведев Радий Хабирова Пушкăртстанăн аталанăвĕнче пысăк çитĕнÿсем суннă.

Дмитрий Медведев çĕршыври суйлавăн малтанхи результачĕсем тăрăх çапла каланă: „”Единая Россия” хăйĕн лидер пахалăхĕсене сыхласа хăварнă, пирĕн çĕршывăн тĕп политика партийĕ пулса юлать. Паллах, çакă пире малашне те тĕрĕс решенисем йышăнма никĕс пулĕ”.
Радий Хабиров Пушкăртстанри сасăлав итогĕсем çинчен отчет тунă.

„Çак самант тĕлне халăхăн 70 проценчĕ сасăланă, урăхла каласан 2,1 млн çын пирĕншĕн сасăланă. Эпир çак результатшăн питĕ хавас. Çавăнпа та малашлăха шанса пăхатпăр, пĕтĕмлетÿсене кĕтетпĕр”, - палăртнă вăл.
Дмитрий Медведев, малтанхи даннăйсем тата экзитполсен даннăйĕсем тăрăх тренд йĕркеленнĕ тесе шутлама пулать тесе пĕлтернĕ.
„Эпир сире тата сирĕн ентешĕрсене Пушкăртстанăн аталанăвĕнче пысăк çитĕнÿсем сунатпăр, ĕçе яланхи йĕркепе малалла илсе пырăпăр”, - тенĕ Российăн Правительство председателĕ.
Читайте нас: