Пур хыпар та
Суйлав-2019
8 Сентябрӗн 2019, 14:27

Суйлава уява кайнă пек çÿретпĕр

Аургазă районĕнчи Меселпуç ялсоветĕнче суйлав активлă пырать.

Кунĕ паян ытармалла мар хĕвеллĕ, ăшă тăрать. Нумай çын пахчисенче улма кăларать.

Ĕç ял хушшинче нумай пулнине пăхмасăр, çынсем хăйсен гражданла тивĕçĕ çинчен манмаççĕ. Хăшĕ ятарласа хатĕрленсе, хăшĕ ĕçне пăрахса пуласлăх задачисене татса пама тивĕçлĕ кандидата суйлама васкаççĕ.


Меселпуç ялсоветĕнче пурĕ виçĕ суйлав участокĕ: Меселпуçĕнчи 958 №, Манъелĕнчи 959 № тата Макарти 960 №. Пурĕ 997 суйлавçă, Меселпуç участокĕнче пуринчен ытла - 653. Каласа хăвармалла, кунта кÿршĕллĕ Дадановка, Сосновка тата ытти ял çыннисем те кĕреççĕ.


Суйлав участокне хăйсен вăйĕпе çитме пултарайманнисем патне суйлав комиссийĕн представителĕсем хăйсем килчĕç. Ялти пенсионерсем килĕсенче суйларĕç.


Чи малтан пырса çитнĕ Василий Григорьев фонариклă ручка илнĕ, вăл суйлава ирхи 6.30 сехетрех пынă. Пуçласа суйлава килекен 18 çулти яшсене те çавăн пек парне кĕтет.


Суйлав тĕлне Меселпуç ялсовечĕ умĕнче „Кĕр парнисем” выставка йĕркеленĕччĕ, унта тирпейлĕн вырнаçтарнă улма-çырла, пахчаçимĕç курма пулатчĕ.


Çаплах суйлав вăхăтĕнче „Кĕрхи кĕвĕсем”концерт та пыратчĕ. Унта Михаил Бабичев, „Шăпчăксем” ансамбль кашнин чунне çывăх юрăсем юрларĕç. Суйлавçăсем кашни номера тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.


-Эпир сулава кашнинчех çакăн пек хаваслă ирттеретпĕр, ялти ăстасен декоративлă-прикладной искусстиво выставкине йĕркелетпĕр, концерт кăтартатпăр. Суйлава уява çÿренĕ пек каятпăр, - терĕ вырăнти культорганизатор Антонина Николаева.


12.00 сехет тĕлне кунта 166 çын сасăланăччĕ.
Читайте нас: