Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
8 Сентябрӗн 2019, 20:40

Суйлав мĕнле пыни çинчен

Республика çыннисем паян Пушкăртстан Пуçлăхне суйлаççĕ.

Республика çыннисем паян Пушкăртстан Пуçлăхне суйлаççĕ. Суйланă руководитель регион ырлăхĕшĕн пилĕк çул тăршшĕне ĕçлĕ. Кăçал суйлав участокĕсем пурте каçхи 21.00 сехетчен ĕçлеççĕ.
Пушкăртстан Пуçлăхне Мускавра та, ирĕксĕр хăварнă вырăнсенче те, больницăсенче те суйлаççĕ.
2019 çулхи суйлава сакăр кандидат хутшăнать: Радий Хабиров („Единая Россия”), Иван Сухарев (ЛДПР), Юрий Игнатьев („Справедливая Россия”), Юнир Кутлугужин (КПРФ), Владимир Барабаш („Гражданская сила”, Владимир Кобзев („Российская партия пенсионеров за социальную справедливость”), Зульфия Гайсина („Ябдоко”), Рафис Кадыров („Патриоты России”).
Регион Пуçлăхĕсĕр пуçне вырăнти советсен çичĕ пин ытла депутатне суйлĕç. Çаплах икĕ округ тăрăх Госпухăва хушма суйлав иртет.
18.00 сехет тĕлне Аургазă районĕнчĕ 14829 çын сасăланă, ку суйлавçăсен пĕтĕм хисепĕнчен 53,1 процент пулать.
Читайте нас: