Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
8 Сентябрӗн 2019, 23:32

Суйлав кунĕнче те тирпей-илем кĕртес ĕç пырать

Толбазă ялсовечĕн çыннисем сасăланă чухне ял тăрăхĕнче тирпей-илем кĕртес ĕçсем малалла пыраççĕ.

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче, суйлав кунĕнче, Толбазă ялсовечĕн Кăнтăр-Хĕвеланăç микрорайонĕнчи Радостная, Радужная, Образцовая, Успешная урамсене грави сарнă.
Çаплах Макаренко тата Тукай урамĕсен çул тăваткăлĕнче йăлари хытă каяшсен контейнерĕсене вырнаçтармалли пункта та тирпейленĕ.
Кăшт каярах Цветочная урамне, Чулпан ялĕнчи çĕнĕ урамсене те тирпей-илем кĕртĕç. Уфа хулинчи „Строй-Эколог” ООО подрядчик пулса тăрать.
Читайте нас: