Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
8 Сентябрӗн 2019, 09:02

Суйлама вăхăт çитрĕ

Аургазă районĕнчи суйлав участокĕсем сентябрĕн 8-мĕшĕнчи суйлава хатĕр.

Паян, сентябрĕн 8-мĕшĕнче, Аургазă районĕнче ирхи 7.00 сехетре 49 суйлав участокĕ уçăлнă.


Район центрĕнчи тăватă участокра КОИБсем майлаштарса лартнă.


Аургазă районĕн территорири суйлав комиссийĕн председателĕ Алмаз Худайбердин пĕлтернĕ тăрăх, Аургазăра пурĕ 27891 çын суйлава хутшăнĕ.


Сасăлакансенчен 152 çын кунти çынсем мар. Вĕсен шутĕнче право йĕркине сыхлакансем, вĕсем Пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕнче йĕркепе тивĕçтерĕç.
Читайте нас: