Çĕнĕ Итикей ялĕнчи 948 №лĕ суйлав участокĕнче чи пĕрремĕш пулса ирхи çичĕ сехетре район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов сасăланă. Вăл çак ялта çуралса ÿснĕ, паянхи кун та кунта пурăнать.
Суйлав комиссийĕ республикăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ çак кампанине тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кунта иртенпех юрă-кĕвĕ янрать. Суйлав участокĕнче вырăнти ăстасен изделийĕсен выставкине йĕркеленĕ.
Зуфар Явдатович суйлав комиссийĕн членĕсене вĕсен паянхи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕпе саламланă, тухăçлă ырă кун суннă.
- Суйлав – пирĕн пуласлăх,- тенĕ вăл. - Пурте пиртен килет!