Аургазă хыпарçи
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
8 Сентябрӗн 2019, 21:30

Пуçласа суйлав правипе усăланнă

Аургазă районĕнчи 18 çулти суйлавçăсене парне панă.

Аургазă районĕнчи Культура керменĕнче вырнаçнă 979 №лĕ суйлав участокĕнче 18 çулти суйлавçа парне панă.
Кристина Карпова БГУн Стерлитамакри филиалĕнче экономика факультетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Кăçалтан вара унăн суйлав прави пур. Амăшĕпе пĕрле суйлава килсе вăл унпа усăланма шутланă.
- Суйлава хутшăнасси - манăн гражданла тивĕç, - тенĕ пулас экономист. – Эпĕ манăн сасă халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма тата районти, республикăри ĕç укçин шайне ÿстерме пулăшĕ тесе шанатăп.
Асăнмалăх парнене – фонариклă ручкăна – ăна участок председателĕ Мират Мусин панă.
Районти ытти 18 çулти суйлавçăсем те çакăн пек парне илĕç. Вĕсем пурĕ – 388 çын.
Читайте нас: