Аургазă хыпарçи
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
8 Сентябрӗн 2019, 22:00

КУЛЬТУРА МИНИСТРĔ КĂРМĂСКАЛĂРА САСĂЛАНĂ

Пушкăртстанри культура министрĕ Амина Шафикова суйлав кунĕнче ĕçлĕ çулçÿреве Кăрмăскалă районне тухнă. Çавăнпа вăл Кăрмăскалă ялĕнчи суйлав участокĕнче сасăланă.

- Эпĕ Кăрмăскалăра сасăлатăп тесе заявлени çыртăм. Паян эпир асăннă районта ĕçлетпĕр‚ районти суйлав участокĕсене çитетпĕр‚ çынсемпе калаçатпăр. Пĕтĕмĕшле çынсен кăмăлĕ лайăх‚ оптимистла. Вĕсем суйлава хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Участоксем вара тулли. Çакă çынсем республика пуласлăхĕшĕн пăшăрханнине кăтартса парать‚ – тенĕ культура министрĕ.

Ирида МАТНИЯЗОВА.


Сăмах май, Кăрмăскалă районĕнче сентябрĕн 8-мĕшĕнче суйлавçăсем сасăланă анчах мар, грипран прививка та тунă, çаплах врачсем патĕнче тĕрĕсленнĕ.
Çак акци Кăрмăскалă врачĕсен пуçарăвĕпе иртнĕ.


Читайте нас: