Пур хыпар та
Суйлав-2019
8 Сентябрӗн 2019, 09:00

Кашнин суйлама вăхăт

Паян ирхи çичĕ сехетрен пуçласа республикăра суйлав участокĕсем ĕçлеме пуçланă.

Паян, сентябрĕн 8-мĕшĕнче, Пушкăртстан республикинче регион Пуçлăхĕн суйлавĕ иртет.
Республикăра 3434 участок уçăлнă, çав шутра 37 - граждансем вăхăтлăха пулакан вырăнсенче.
Суйлава 3 млн та 049 пин те 571 çын хутшăнма пултарать.
Регион пуçлăхне суйланисĕр пуçне республикăра икĕ округ тăрăх Госпухăва хушма суйлав иртĕ.
Республика çыннисен çаплах вырăнти советсен 15 пине яхăн кандидатĕнчен 7329 депутат суйламалла пулать.
Суйлава пурĕ 11 политика партийĕ хутшăнать.
Читайте нас: