Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
8 Сентябрӗн 2019, 20:30

Ашшĕ-амăшĕ сасăланă чухне ачасем тренировка ирттернĕ

Аургазă районĕнчĕ суйлавпа пĕр вăхăтрах Фаим Гайсин тренер ертсе пынипе кекусинкай каратэпе тренировка иртнĕ.

Аургазă районĕнчи 981 №лĕ суйлав участокĕнче, вăл Толбазăри пушкăрт гимназийĕнче вырнаçнă, суйлавпа пĕр вăхăтрах Фаим Гайсин тренер ертсе пынипе кекусинкай каратэпе тренировка иртнĕ.


Ашшĕ-амăшĕ сасăланă чухне вĕсен ачисем каратэпе уçă тренировкăра пулма пултарнă. Тренер çуллахи каникул хыççăн хăйĕн воспитанникĕсем мĕнле халра пулнине тĕрĕсленĕ.


- Суйлав иртнĕ ятпа эпир ачасемпе тренировкăна сентябрĕн 8-мĕшĕнче ирттерме шутларăмăр. Хам эп мероприяти хыççĕн сасăлатăп. Республикăра, районта спорт секцийĕсене аталантарма пулăшакан кандидата суйлăп, – паллаштарнă хăйĕн шухăшĕпе Фаим Гайсин.


Тренировкăна пурĕ 6 çултан пуçласа 15 çул таран 86 ача хутшăннă. Вĕсенчен 46 ача – пуçласа тренировкăна килнисем.
Читайте нас: