Аургазă хыпарçи
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
23 Августӑн 2019, 12:26

Суйлавçăсене пĕлсе тăма!

Августăн 29-мĕшĕнче Пашкăртстан Республикин ЦИК председателĕ И.А. Макаренко „тÿрĕ лини” ирттерет

Августăн 29-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ И.А. Макаренко 10.00 сехетрен пуçласа 11.00 сехетчен 2019 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчи пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕнчи суйлава хатĕрленес тата ирттерес ыйтусем тăрăх телефонпа „тÿрĕ лини” ирттерет. „Тÿрĕ лини” темипе ыйтусене ПР Тĕп суйлав комиссийĕн „хĕрÿ линийĕн” 8-800-347-54-54 нумай каналлă телефонĕпе йышăнаççĕ. Çаплах ыйтусене „тÿрĕ лини” паллă лартса [email protected] электронлă почтăн адресĕпе маларах ярса пама пулать. Вĕсем çине хуравсем регионти вăхăтăн тухакан государство пичет изданийĕсенче пичетленĕç тата ПР Тĕп суйлав комиссийĕн сайтĕнче тухĕç.
Фото: Башинформ
Читайте нас: