Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
19 Августӑн 2019, 12:58

Срокчен сасăлама пулать

Районта пурăнакан, сентябрĕн 8-мĕшĕнче хăйсен суйлав участокĕнче хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçлама пултарайман çынсен ял тăрăхĕсен депутачĕсене срокчен суйламалли право пур.

Çак йĕркепе августăн 28-мĕшĕнчен сентябрĕн 7-мĕшĕччен усă курма юрать. Çапла тума суйлавçă срокчен сасăлав сăлтавĕсене кăтартса çырулла заявление хăйĕн суйлав комиссине памалла тата паспорт кăтартмалла. Законодательство шута илме тивĕçлĕ сăлтавсен шутне отпуск, командировка, ĕç тата вĕренÿ режимне, государство тата обществăлла ĕçсене кĕртет.
Срокчен сасăлав йĕркипе вырăнти депутатсене суйланă чухне çеç усă курнине палăртса хăвармалла. Республика Пуçлăхĕн суйлавĕнче „Мобильнăй суйлавçă” система ĕçлет, урăхла каласан, Территори суйлав комиссине, участокри суйлав комиссине е Нумай функциллĕ центра тивĕçлĕ заявлени панă хыççăн пулакан вырăнта сасăламалли май.

А. ХУДАЙБЕРДИН, ТИК председателĕ.

Читайте нас: