Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
11 Августӑн 2019, 15:00

Çак суйлав улшăнуллă пулса тăрĕ

Пушкăртстанăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ ĕçлĕ визитпа районта пулса курчĕ

Илона Макаренко Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсемпе Марат Гадиловпа тата Марина Долматовапа пĕрле Толбазăра территорири суйлав комиссийĕ тата „Мобильнăй суйлавçă” системăпа заявленисем йышăнакан пункт мĕнле ĕçленине тĕрĕслерĕç. ТИК председателĕ Алмаз Худайбердин сасăлав пÿлĕмĕсене мĕнле хатĕрлени тата вĕсене оборудованипе тивĕçтерни çинчен каласа пачĕ.


Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ район админи страцийĕн пуçлăхĕпе Зуфар Идрисовпа тата район Совечĕн секретарĕпе Владимир Федоровпа ирттернĕ тĕлпулура ПР Пуçлăхне тата ял Совечĕсен депутачĕсене суйлас енĕпе умра тăракан кампанийĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕ.


- Яланхи пек, вырăнти суйлава федераллă шайри суйлавринчен сахалрах суйлавçă килет. Кăçал лару-тăрăва улăштарас пулать. Районта пурăнакан çынсем хăйсем сасăласа çывăх çулсене районăн тата республикăн пурнăçне палăртнине ăнланма тивĕçлĕ. Çавăнпа сентябрĕн 8-мĕшĕнче пурте сасăлава килессине кĕтетпĕр, - палăртрĕ Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ.
Илона Макаренко визит вĕçĕнче суйлавçăсене пулас сасăлав кунĕ çинчен малалла та пĕлтерсе тăнин пĕлтерĕшне палăртрĕ тата суйлав кампанине ăнăçлă ирттерме сунчĕ.
Читайте нас: