Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
6 Августӑн 2019, 14:40

Суйлав çывхарса килет

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче Пушкăртстан халăхĕ çак çулталăкри тĕп политика событине – ПР пуçлăхĕн суйлавне – хутшăнĕ. Пирĕн районта çак кун çаплах вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕ те иртĕ. Эпир Аургазă районĕн территорири суйлав комиссийĕн председателĕпе Алмаз Худайбердинпа 2019 çулхи суйлава пырса тивекен çивĕч ыйтусем çинчен калаçатпăр.

- Алмаз Нуруллович, суйлава хатĕрленес ĕç мĕнле пыни çинчен каласа парăр-ха тархасшăн.


- Çĕнĕ суйлав кампанине çулталăк пуçламăшĕнченех хатĕрленетпĕр. Республикăн Тĕп суйлав комиссийĕ çак вăхăтранпа суйлава хатĕрленессин тата ирттерессин тĕрлĕ енĕсене регламентлакан 30 ытла постановлени йышăннă. Суйлав участокĕсен чиккисене тĕрĕслес, вĕсен хисепне оптимизацилес, комиссисен ĕçне кадрсемпе тивĕçтерес, сасăлав пÿлĕмĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă.


- Суйлавçăсене кăçалхи суйлавра мĕн çĕнни кĕтет?


- Сасăлав вăхăтне икĕ сехете пысăклатни - тĕп çĕнĕлĕхсенчен пĕри. Çĕнĕ законпа килĕшÿллĕн, Пушкăртстанра сасăлав ирхи 7.00 сехетрен пуçласа каçхи 21.00 сехетчен пырĕ. Иккĕмĕшĕнчен, вĕренÿ заведенийĕсен ертÿçисем куçăн вĕренекен тата пулакан вырăнта (общежитинче) регистрациленнĕ суйлавçăсем çинчен сведенисем йĕркелес нормăна пăрахăçланă. Студентсемшĕн халĕ „мобильнăй суйлавçă” система ĕçлет. Виççĕмĕшĕнчен, регион суйлавĕнче РФ тата ПР Обществăлла палатисен сăнавçисем ĕçлĕç. Вĕсем обществăлла сăнавçăсен пĕрлешĕвне йĕркелĕç. Пирĕн задача – вĕсене сăнав ĕçне хатĕрленме пулăшасси. Тăваттăмĕшĕнчен, вĕсем тĕлĕшпе РФ УПК килĕшÿллĕн сасăламалли вырăна каймалли мая пăрахăçлакан чару майĕсем (килти арест) кĕртнĕ пулнă суйлавçăсем те халĕ сасăлав пÿлĕмĕн тулашĕнче сасăлама пултарĕç. Пиллĕкмĕшĕнчен, КОИБсемпе усăланнă чухне сасăсене алă вĕççĕн шутласа тухмалли нормăна кăларса пăрахнă.


28200 суйлавçă регистрациленĕ районта
(2019 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ТИК даннăйĕсем тăрăх).

- Эсир „Мобильнăй суйлавçă” си¬стема çинчен асăнтăр, районта унпа усă кураççĕ-и?


- „Мобильнăй суйлавçă” унччен вăйра тăнă ирĕклĕ сасăлав (открепительное) удостоверенийĕ вырăнне пулса тăнă. Суйлав кунхине хăй регистрациленнĕ вырăнта пулман çынсем, системăпа усă курса, республикăри кирек хăш суйлав участокĕнче те сасăлама пултараççĕ. Çапла тума июлĕн 24-мĕшĕнчен сентябрĕн 4-мĕшĕччен кирек хăш территорири суйлав комиссине, МФЦ е государство тата муниципаллĕ пулăшусен Пĕрлĕхлĕ порталĕнче (gosuslugi.ru) заявлени памалла.


Августăн 28-мĕшĕнчен сентябрĕн 4-мĕшĕччен заявленине кирек хăш участокри суйлав комиссине пама пулать. Сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 7-мĕшĕнчи вырăнти вăхăтпа 14 сехетчен – тĕп регистраци вырăнĕнчи участокри суйлав комиссине çеç.


Çаплах „Мобильнăй суйлавçă” ПР Пуçлăхĕн суйлавне çеç сарăлни çинчен аса илтеретĕп. Вырăнти депутатсене çав кунхине пулакан вырăнта мар, кашни хăйĕн участокĕнче çеç суйлама юрать.


- Июлĕн 12-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен Совечĕсен депутачĕсен кандидачĕсене тăратасси вĕçленнĕ. Пирĕн районта унăн результачĕсем мĕнле?


- Пирĕн патра 196 депутат мандатне улăштарĕç. Регистрациленĕ кандидатсен пĕтĕм хисепĕ 407 çын пулнă. Çав шутран 176 – хăйне хăй тăратнă, 194 - „Единая Россия” пĕтĕм Российăри политикăлла парти, 23 – РФ КП, 5 – ЛДПР, 3 – „Патриоты России”, 3 – „Справедливая Россия”, 2 – „Российская экологическая партия „Зеленые”, 1 - „Российская политическая партия пенсионеров за социальную справедливость” партисенчен. Пĕр çынна регистрацилеме килĕшмен.


- Регион пуçлăхĕн должноçне паянхи кун тĕлне миçе кандидат регистрациленĕ?


- Республика пуçлăхĕн должноçне тĕрлĕ политикăлла партинчен сакăр кандидат йышăнма ĕмĕтленет. Тĕрлĕ сăлтава пула икĕ çынна регистрацилеме килĕшмен. Пĕр кандидат суйлава хутшăнассинчен хăй пăрăннă.


- Кандидатсене регистрациленĕ. Суйлавччен пĕр уйăхран кăшт нумайрах вăхăт юлчĕ. Çак тапхăрта тата мĕн тумалла-ха?


- Августăн 10-мĕшĕнчен агитаци тапхăрĕ пуçланать. Пирĕн задача – çак тапхăр законодательствăпа килĕшÿллĕн ирттĕр тесе, мĕнпурне тумалла. Кандитатсен Тĕп суйлав комиссипе калаçса килĕшсе агитаци материалĕсем вырнаçтармалли право пурри çинчен аса илтеретĕп. Агитаци вырнаçтармалли вырăнсене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем палăртаççĕ. Суйлавсем çинчен закон тăрăх, вĕсем суйлав участокĕнчен 50 метртан çывăхрах пулмалла мар.

Эпир çаплах граждансене суйлав тата вĕсен суйлав прависем çинчен малалла пĕлтерсе тăрăпăр. Августăн 19-мĕшĕнчен 26-мĕшĕччен тата августăн 29-мĕшĕнчен сентябрĕн 5-мĕшĕччен участокри суйлав комиссийĕсен членĕсем хăйсен участокĕсене килĕрен çÿресе тухĕç, йыхрав хучĕ салатĕç. Вăл – суйлав ирттермелли дата çинчен аса илтерни, унта суйлав участокĕ ăçта вырнаçнине, унăн ĕç сехечĕсене кăтартнă.


- Калаçушăн тавтапуç, Алмаз Нуруллович. Суйлавра Сире çитĕнÿсем тата тухăçлă ĕçлеме сунатпăр!


Читайте нас: