Сентябрĕн 8-мĕшĕнче пурăнакан вырăнта сасăлама май пулман çынсем „Мобильнăй суйлавçă” системăпа усă курса хăйсен граждан тивĕçне пурнăçлама пултараççĕ. Июлĕн 24-мĕшĕнчен сентябрĕн 4-мĕшĕччен ПР территорисенчи суйлав комиссийĕсенче тата МФЦ офисĕсенче хăйсем пулакан вырăнта сасăласси çинчен заявлени пама пулать. Хăйсемпе пĕрле паспорт пулмалла, - каласа пачĕ ТИК председателĕ Алмаз Худайбердин. - „Мобильнăй суйлавçăпа” усă курса ПР Пуçлăхĕн суйлавĕнче çеç сасăлама пулнине пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ, вырăнти депутатсен суйлавне си¬стема сарăлмасть. Заявкăна çаплах госпулăшусен порталĕнче пама пулать.