Аургазă хыпарçи
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Суйлав-2019
18 Июлӗн 2019, 16:54

Президент постне сакăр кандидат

Паянхи кун тĕлне регионăн Тĕп суйлав комиссийĕ Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн должноçне 8 кандидат официаллă регистрациленĕ.

Çавăн çинчен ПР Тĕп суйлав комиссийĕн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ.
Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров („Единая Россия”), ПР Госпухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Юнир Кутлугужин (РФ КП), Россия Федерацийĕн çиччĕмĕш суйлаври депутачĕ, гражданла общество аталанăвĕ, обществăлла пĕрлешÿсен тата тĕн организацийĕсен ыйтăвĕсем енĕпе комитет председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Иван Сухарев (ЛДПР), „Справедливая Россия” политикăлла партин Пушкăртстан Республикинчи регион уйрăмĕн Совечĕн председателĕ, ПР Госпухăвĕн депутачĕ Юрий Игнатьев, Хула проекчĕсене аталантармалли фонд директорĕ Владимир Барабаш („Гражданская сила”), Владимир Кобзев блогер (Российăри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен партийĕ), Зульфия Гайсина юрист („Яблоко”), „Восток” банкăн унчченхи хуçи Рафис Кадыров предприниматель („Патриоты России”) кандидат удостоверенийĕсене илнĕ.
Пушкăртстанăн Тĕп суйлав комиссийĕ икĕ кандидата регистрацилемен. Вĕсем – „Социальная защита” парти тăратнă Алексей Молокин тата Рамиля Саитова („Российская Социалистическая партия”). Тата пĕр претендент – Сания Тимасова – Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн суйлавне малалла хутшăнманни çинчен пĕлтернĕ.
Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ 2019 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче иртесси çинчен аса илтеретпĕр. Çак кунах районти ялсовечĕсен депутачĕсене те суйлĕç.
Читайте нас: