Пур хыпар та
Суйлав-2019
11 Июлӗн 2019, 17:10

Кашни сасă пысăк пĕлтерĕшлĕ

Районта суйлав кампанийĕ ирттерме хатĕрленеççĕ.

Район центрĕн урамĕсенче пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕ çинчен аса илтерекен çĕнĕ баннерсем вырнаçтарса тухнă.
- Аургазăсем, гражданла активлăх кăтартса, суйлав участокĕсене килни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа суйлав сентябрĕн 8-мĕшĕнче иртесси çинчен черетлĕ хут аса илтеретпĕр. Пушкăртстанра çак кунхине регион руководительне суйлĕç, районсенче – ял тăрăхĕсен депутачĕсене. Халĕ ялти депутат мандачĕшĕн кĕрешекенсем панă документсене тĕрĕслетпĕр. 195 çын кандидат удостоверенийĕ илчĕ те ĕнтĕ, - тет территорири суйлав комиссийĕн председателĕ Алмаз Худайбердин.

Андрей ВОРОНЦОВ.

Читайте нас: