Пур хыпар та
Суйлав-2019
19 Июнӗн 2019, 11:11

Пĕрремĕш кандидатсем пур

Республика руководителĕн посчĕн тăватă претенденчĕ ПР Тĕп суйлав комиссине документсем панă.

Регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров ПР Пуçлăхĕн должноçĕн кандидатне тăратасси çинчен документсем пĕрремĕш пулса панă, ăна „Единая Россия” парти тăратнă.
Ун хыççăн Юрий Игнатьев („Справедливая Россия” партинчен), Юнир Кутлугужин (РФ КП) тата Иван Сухарев (ЛДПР) постшăн кĕрешме кăмăл тунă.
Суйлав сентябрĕн 8-мĕшĕнче иртĕ. Çаплах Пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕнче пирĕн районта 20 ял тăрăхĕнче ялсовет депутачĕсене суйлĕç.
Читайте нас: