Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Строительство
16 Июнӗн 2020, 12:30

Çĕнĕ спорт площадкипе çĕнĕ хÿме пулĕ

Толбазăри 2-мĕш шкулăн пуçламăш классен корпусĕн çĕнĕ хÿме тата спорт площадки пулĕ

Толбазăри иккĕмĕш шкулăн пуçламăш класĕсем пĕлтĕр унчченхи ача çурчĕн çĕнетнĕ çуртне куçрĕç. Ун чухне çурта юсама 11,5 млн тенкĕ тăкакланă, çав шутра машинăсем тăратмалли вырăн та тунă.
„Единая Россия” парти „Пурнăçланмалли ĕçсем” проект йĕркипе кăçал шкул территорине çĕнĕ хапха тата хÿме лартса парĕ. Çак тĕллевпе республика тата вырăнти бюджетсенчен 780 пин тенке яхăн тăкаклĕç. Çулла пуçламăшĕнче рабочисем кивĕ хÿмене сÿтсе илнĕ, часах çĕннине тума пуçлĕç.
Унсăр пуçне иккĕмĕш шкулăн пуçламăш класĕсем „Физкультурăпа спорта аталантарасси” тăллевлĕ программăна лекнĕ, ун йĕркипе шкул картишĕнче 825 пин ытла тенкĕлĕх спорт площадки тăвĕç. Укçине федераллă, республика тата вырăнти бюджетсенчен уйăрса панă. „АургазыМонтажСервис” ООО подрядчик пулса тăнă. Çак кунсенче рабочисем бульдозерпа пулас спорт площадкин территорине тикĕслеме пуçланă. Унта резина витĕмĕллĕ чупмалли çул, баскетбол тата футбол площадкисем пулĕç.
Читайте нас: